Купăс юсакана тупасчĕ

5 Раштав, 2014

Хисеплĕ редакци. Йĕпреç районĕнчи Малиновка ялĕнче пурăнакансем чăрмантараççĕ сире. Концертсем лартма çÿретпĕр. Сцена çине хитре сасăллă купăспа тухас килет. Анчах пирĕн хушăра кивелнĕ тата юсамалли купăссем нумайланса кайрĕç. Купăс таврашне юсама пултаракансене тупасчĕ. Хамăн кĕсье телефонне те пĕлтеретĕп: 8937 373 68 35.

Анатолий Васильев. Йĕпреç районĕ, Малиновка.

Хисеплĕ Анатолий Никитович, республикăра музыка инструменчĕсене юсассипе ĕçлекен ятарлă мастерской çук. Уйрăм ăстасене вара тупма пулать. Эпир сире вĕсенчен пĕринпе паллаштарасшăн. Федор Васильевич Портнов Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнать. Вăл хăй те купăспа лайăх калать. Кирек епле хут купăса, баяна, аккордеона юсама пултарать. Сăмах май, унăн сутлăх музыка хатĕр-хĕтĕрĕ те пур. Унпа çак телефонпа çыхăнмалла: 8 927 842 00 89.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.