Кун-çул парни

Кăçал вуннăмĕш класран вĕренсе тухрăм. Шкулта вĕренме çулсеренех йывăрланса пынăн туйăнать. Предмечĕсем кăткăсланни çитмест, тĕрĕслевĕ хăй епле хăратать-çке! Вунпĕрмĕш классем пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне мĕнле тытнине каласа парсан çÿç-пуç вирелле тăчĕ. Турăçăм, манăн та çавăн пек асаплану вăхăчĕсем çитĕç вĕт!

Тивĕçлипе каланă сăмах. Пултарулăхне пĕтĕмпех вĕтĕр-шакăра халалланă. Хайлавĕсене вуласа шăпăрлан чĕрчуна, кайăк-кĕшĕке, чечеке уйăрать. Ĕçе, йĕркене хăнăхать. «Савăк вăхăт» кĕнекине мĕн пĕчĕкрен ăша хывнăран авалхи ырă йăла манăçмасть. Вăл пухса хатĕрленĕ «Сăпка юррисем» кĕнеке чăвашлăха упрать.

Subscribe to Кун-çул парни