- Чăвашла верси
- Русская версия
Николай ЫДАРАЙ: «Ытларах ачасем валли çырма юрататăп»
Тивĕçлипе каланă сăмах. Пултарулăхне пĕтĕмпех вĕтĕр-шакăра халалланă. Хайлавĕсене вуласа шăпăрлан чĕрчуна, кайăк-кĕшĕке, чечеке уйăрать. Ĕçе, йĕркене хăнăхать. «Савăк вăхăт» кĕнекине мĕн пĕчĕкрен ăша хывнăран авалхи ырă йăла манăçмасть. Вăл пухса хатĕрленĕ «Сăпка юррисем» кĕнеке чăвашлăха упрать.
Ачапчана вăйă, тупкав меслечĕпе илĕртсе хавхалантарать. Капла вулас туртăм ӳсет.
Юрий Кудаков композитор унăн «Çĕнĕ Шупашкар», «Çук! Çук! Çук!», «Туссем, килĕр хăнана», «Парнелесчĕ», «Пĕчĕк ывăлăм» сăввисене кăмăлласа юрă кĕвĕленĕ.
Амăшĕ – Хвекле – Кĕрекаç хĕрĕ
«Хусантан ятуллă кăна каччă çитнĕ», - хавха тухрĕ Муркаш тăрăхĕнчи Кĕрекаç ялĕнче. Ах, мĕн çăмăлпа-ши? Чиркӳ çынни тет-и, чиркӳ ĕçĕпе пулинех. «Вăл вунсаккăрти Хвеклене качча илнĕ», - хăлхана кĕчĕ тепĕр хыпар. «Чăваш вăл, Каçал енчи Явăш ялĕнчен. Хусанта тĕпленнĕ», - калаçрĕ кӳршĕ-аршă.
Хвекле тин кăна Цветковаччĕ, халĕ ĕнтĕ Розова. Ашшĕ-амăшĕ çамрăк мăшăра пиллерĕ те инçе çула ăсатрĕ.
Хусана çитсенех ăшă йăва та тупăнчĕ. Пӳлĕм уйăрса пачĕç. Шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ. Вырăсла пĕлменни касать те ĕнтĕ, упăшка вĕрентнĕрен аптрасах каймасть. Çăкăр илмелле чухне çул тăршшипе «хлеб.., хлеб...» тесе пырать, манасран.
Ывăл çуралчĕ. Толя ят хучĕç.
Телее Пĕрремĕш тĕнче вăрçи татрĕ. Упăшка унта хыпарсăр çухалчĕ. Ют çĕрте пĕчченçи йывăр, Явăшалла çул тытрĕ.
Явăшра
Ачипе иккĕшне никамах та хавассăн кĕтсе илмерĕ. Кашнийĕн хăйĕн нуши, вăрçă пырать. Çын патĕнче пурăнчĕ. Пыра-киле тепре качча кайрĕ. Иккĕмĕш упăшкаран çуралнă ывăла Коля ят хучĕç. Ашшĕ ача иккĕре чухне чирлесе вилчĕ.
Шкула техничка вырнаçрĕ, унтах пурăнчĕ. Ачасене аван пăхрĕ. Çил-тăманра аякрисене ямарĕ, çĕр каçма хăварчĕ.
Толя учителе вĕренсе тухрĕ. Тăван ялта ачасене вĕрентрĕ. Авланчĕ. Çурт лартрĕ. Амăшĕпе шăллĕ ун патне пурăнма куçрĕç. Кĕçех Анатолий Антипаторовича çара илсе кайрĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланчĕ. Аслă ывăл унта хыпарсăр çухалчĕ. Арăмĕпе хĕрĕ тăлăха юлчĕç. Аслин сăввисене пухса кĕçĕнни «Ĕмĕт татăлчĕ...» кĕнеке кăларчĕ. Хуплашкара Анатолий Розов тесе палăртнă, сăнĕ те пур.
Кĕçĕнни
Николай Васильева (писателĕн чăн хушамачĕ) военкомат вăрçа вуннăмĕш класран ăсатрĕ. Вĕсен çар чаçĕ Мускав çывăхĕнчи Томилино хулинче тăчĕ. Николай Васильевич писарьте тăрăшрĕ.
Вăрçă хыççăн Комсомольски районĕнчи тĕрлĕ учрежденире вăй хучĕ.
Хусана куçса кайрĕ. Унта вăтăр виçĕ çул пурăнчĕ. Заводра ĕçленĕ хушăра педагогика институтĕнчен вĕренсе тухрĕ, кĕнекесем кăларчĕ. Пенсие кайсан Çĕнĕ Шупашкара килсе тĕпленчĕ.
Николай Ыдарай 2005 çулхи кăрлач уйăхĕн пĕрремĕшĕнче вилнĕ. Ăна Çĕнĕ Шупашкарта пытарнă. Вăл пурăннă çурт çине Асăну хăми çакнă.
«Вилес пулсан мĕн юлать?
Çак ыйту -
Чи хăватлă ырату», - пăшăрханнă Николай Васильевич.
Ырă ячĕ, кĕнекисем юлнă. Вăл çырнисене ачасем питĕ хапăллаççĕ. Çакă чуна ăшăтса тăрать.
Галина ЕЛИВАНОВА,
К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕн наука аслă сотрудникĕ.
СĂНӲКЕРЧĔКРЕ: Николай Ыдарай писатель.
Комментари хушас