Ку акци нихăçан манăçмĕ
Мĕн вăл пирĕншĕн — Çĕнтерÿ кунĕ? Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче асăннă уявра вăрçă ветеранĕсем шкула тĕлпулăва пыратчĕç. Вĕсене хĕрлĕ тюльпансемпе шурă нарцисс çеçкисем парнелеттĕмĕр. Каçхине ялти çамрăксемпе Ункплеш вăрманĕн хĕррине каяттăмăр. Унта çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарта яракан салют çав тери лайăх курăнатчĕ. Салют ун чухне пирĕншĕн тĕлĕнмелле, çутă та ырă пулăмччĕ. Халĕ ĕнтĕ унран тĕлĕнместпĕр: паян салютпа фейерверка ытти праçникре те курма май пур. Вăрçă ветеранĕсем вара пирĕнтен пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн уйрăлса кайрĕç. Чылай ялта пĕр ветеран та юлман.