Ку акци нихăçан манăçмĕ
Мĕн вăл пирĕншĕн — Çĕнтерÿ кунĕ? Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче асăннă уявра вăрçă ветеранĕсем шкула тĕлпулăва пыратчĕç. Вĕсене хĕрлĕ тюльпансемпе шурă нарцисс çеçкисем парнелеттĕмĕр. Каçхине ялти çамрăксемпе Ункплеш вăрманĕн хĕррине каяттăмăр. Унта çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарта яракан салют çав тери лайăх курăнатчĕ. Салют ун чухне пирĕншĕн тĕлĕнмелле, çутă та ырă пулăмччĕ. Халĕ ĕнтĕ унран тĕлĕнместпĕр: паян салютпа фейерверка ытти праçникре те курма май пур. Вăрçă ветеранĕсем вара пирĕнтен пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн уйрăлса кайрĕç. Чылай ялта пĕр ветеран та юлман. Паян ачасем вăрçă пирки кинофильмсемпе кĕнекесем тăрăх кăна пĕлеççĕ. Апла пулсан пирĕншĕн паян мĕн вăл — Çĕнтерÿ кунĕ? Маншăн пуринчен ытла — астăвăм. Асатте те, кукаçи те вăрçăра пулнă. Унтан çĕнтерÿпе таврăннă. Шел, асаттен пиччĕшĕсем çапăçу хирĕнчен таврăнайман. Тата, паллах, «Вилĕмсĕр полк» акци. Çĕнĕ çак мероприятин пĕлтерĕшĕ юлашки çулсенче уйрăмах ÿсрĕ. Çапла майпа эпир вăрçă паттăрĕсем, ветерансем ĕмĕр-ĕмĕрех асра пулнине çирĕплететпĕр. Сăмах май, пĕлтĕр пирĕн хаçатра «Вилĕмсĕр полк» рубрикăпа çулталăкĕпех статьясен ярăмĕ пичетленчĕ. Ăна эпир малашне те тытса пырăпăр.
«Вилĕмсĕр полк» акцие çĕр чăмăрĕ çинчи 80 ытла патшалăхра /çав шутра Раççее кăмăлламаннисенче те/ йĕркелеççĕ. Раççейре вăл 2011 çултанпа иртет. Унăн тĕллевĕ — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене кашни çемьерех асра тытасси. Юхăма хутшăнакансем Çĕнтерÿ кунĕнче çарпа флот ветеранĕсен, партизансен, тыл ĕçченĕсен, концлагерьте, Ленинград «ункинче» пулнисен пысăклаттарнă сăн ÿкерчĕкĕсене йăтса хула урамĕсемпе утса иртеççĕ. Çавăн пекех вĕсем хăйсен çывăх çыннисен историне «Вилĕмсĕр полк» акци сайтĕнче Халăх çул çыравĕнче хăвараççĕ. «Вилĕмсĕр полка» 2011 çулта Томск журналисчĕсен Сергей Лапенковăн, Сергей Колотовкинăн тата Игорь Дмитриевăн пуçарăвĕпе йĕркелеме пуçланă. Томскрах ăна «Вилĕмсĕр полк» ят панă. Унтах полк уставне çирĕплетнĕ. Сăмах май, çавăн пекрех акцисем /«Вилĕмсĕр полк» ята иличчен/ хăш-пĕр хулара маларах та иртнĕ. Калăпăр, 1965 çулта Новосибирскри 121-мĕш шкулта вĕренекенсем хула урамĕсемпе ветерансен сăн ÿкерчĕкĕсене йăтса утнă. 2006 çулта Ухта хулинче Çĕнтерÿ кунĕнче çамрăксем Нихăçан сÿнми çулăм патне паттăр салтаксен портречĕсене çĕклесе пынă. 2014 çулта Барнаулти Алексей Шелепов художник ÿкернĕ пилĕк кĕтеслĕ çăлтăр умĕнче тÿпенелле вĕçсе хăпаракан тăрнана «Вилĕмсĕр полкăн» официаллă символĕ тесе йышăннă.
2018 çулта «Раççей почтипе» «Çĕнтерÿ волонтерĕсем» юхăм ятарлă акци йĕркеленĕ. Унпа килĕшÿллĕн кăçал «Вилĕмсĕр полка» хутшăнакансем хăйсен тăванĕн — вăрçă ветеранĕн — А4 калăпăшпа пичетленĕ сăн ÿкерчĕкне почта урлă илме пултарнă. Вĕсен çу уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне волонтерыпобеды.рф сайтри анкетăна хуравламалла çеç пулнă. Кун пек акци Мускавра, Санкт-Петербургра, Мускав, Липецк, Ростов тата Рязань облаçĕсенче, Пушкăрт, Дагестан республикисенче тата Ставрополь крайĕнче иртнĕ.
Шупашкар, Раççейри ытти хулапа танлаштарсан, — «Вилĕмсĕр полк» акцие чи малтан хутшăннисен йышĕнче. Кăçал вăл республикăн тĕп хулинче улттăмĕш хут иртĕ. 2017 çулта ун колоннинче 25 пин хула çынни утнă. Çĕнтерÿ кунĕнче хальхинче те кăмăл тăвакансем вăрçă ветеранĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене йăтса Чăваш наци библиотеки умĕнче 12 сехет тĕлне пуçтарăнĕç. Унта пухăннисем Ленин проспекчĕпе, Карл Маркс, Воробьев композиторсен урамĕсемпе, Президент бульварĕпе утса Хĕрлĕ тÿреме çитĕç, Юхан шыв портне анĕç. Унта акцие хутшăнакансем валли концерт кăтартĕç.
Çĕнтерÿ кунĕнче кунашкал акцие Шупашкарта кăна мар, республикăн ытти хулипе район центрĕсенче те, уйрăм ялсенче те йĕркелĕç. Ку çеç-и? Шкулсемпе ача сачĕсем те ирттереççĕ, хутшăнаççĕ унта. Çакă питĕ лайăх. Мĕншĕн тесен аслисем ертсе пынипе ачасемпе çамрăксем мăн аслашшĕпе мăн кукашшĕн шăпине тĕпчеççĕ, вĕсен пурнăçĕпе кун-çулне тишкереççĕ. Çапла майпа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки ытларах пĕлеççĕ. Çемьен йăх йывăçне тунă, вăрçă ветеранĕсен çапăçу çулĕпе «утса тухнă» хыççăн çамрăк ăрăвăн мăнаçлăх, патриот туйăмĕ амаланать.
Манăн шухăшпа, «Вилĕмсĕр полк» акцие манăçа тухма пултаракансен йышне кĕртме çук — иккĕленме кирлĕ мар: унăн сумĕ, хăвачĕ çултан-çул ÿссе пырĕ. Акцие хальччен хутшăнманнисем те кăçал хăйсен аслашшĕ-кукашшĕне «Вилĕмсĕр полка» çыраççĕ, çавна май асăннă юхăмра çын ытларах пуласси халех паллă.
Роза ВЛАСОВА.
Комментари хушас