конкурссем

3 Ака, 2018

Çамрăк профессионалсем Шупашкарта тĕл пулĕç

Паянхи вĕрентÿ ĕçĕнчи пысăк тĕллевсенчен пĕри — пысăк технологиллĕ производствăсем валли рабочисене вĕрентсе хатĕрлесси. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те тĕплĕн чарăнса тăнă ун пирки. Шупашкарти Электромеханика колледжĕнче унашкал центр ĕçлет ĕнтĕ. ЧР вĕренÿ, çамрăксен политикин министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Кудряшов паян шăпах çавăнта тĕл пулчĕ те журналистсемпе.

30 Пуш, 2018

Конкурса хутшăнар-и?

ЧНК вĕренÿ комитечĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа «Ман халăх, ман Тăван çĕршыв!» регионсен хушшинчи ача-пăча пултарулăхĕн конкурсне пуçарнă.

<...> Конкурс ака уйăхĕн 10-мĕшĕччен пырать. Комисси тĕрлĕ жанрпа чăвашла çырнă, компьютерпа пичетленĕ хайлавсене тата алăпа ăсталанă япаласене Чăваш наци конгресĕнче йышăнать. Тĕплĕнрех...

28 Пуш, 2018

ВИКТОРИНА: Тăван культура историйĕн управçи

«Хыпар» никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнĕ май

Хаçат тусĕсене мухтавлă çыннăмăр çинчен ытларах пĕлтерес тĕллевпе викторина ирттерес терĕмĕр.

Ыйтусем.

Pages