Питĕртен – наградăпа

3 Ака, 2018

Çак кунсенче Санкт-Петербургра халăх инструменчĕ калакансен Н.Н.Калинин ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери «Çил арманĕ» конкурсĕ иртнĕ.
РФ концерт ĕçченĕсен союзĕпе Вырăс халăх инструменчĕсен патшалăх ансамблĕ йĕркеленипе иртнĕ 13-мĕш конкурсра Беларуç Республикинчи, Прибалтикăри, Раççейри тĕрлĕ регионти 60 ытла ансамбльпе оркестр хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Питĕре Шупашкарти Ф.Лукин ячĕллĕ музыка шкулĕнчи халăх инструменчĕсен «Хавас» ансамблĕ те кайнă. Александр Ершов ертсе пыракан коллектив /вăл 1999 çулта йĕркеленнĕ/ конкурсран наградăпа таврăннă. Унта Чăваш Ен музыканчĕсем виççĕмĕш вырăн йышăннă. Сăмах май, «Хавасăн» пĕрремĕш награди мар ку. 2006 çулта ансамбль çак конкурсра çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.