конкурссем

30 Юпа, 2018

Çĕнтерÿçĕсем паллă: "Симĕс тавралӑх" конкурс вĕçленчĕ

"Хыпар" Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ ача-пăча ÿкерчĕкĕсен "Симĕс тавралӑх" конкурсне ирттерчĕ. Унта 2-11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Конкурс комиссийĕ кашни ачаран пĕрер ĕç йышăнчĕ. Халĕ çĕнтерÿçĕсем палăртнă.

17 Юпа, 2018

Чăваш Ен психолог-педагогĕ — лауреатсен йышĕнче

«Чăваш Ен çулталăк психолог-педагогĕ» професси ăсталăхĕн конкурсĕнче çĕнтернĕ Александра Горелова ăмăртăвăн Раççей шайĕнчи тапхăрне хутшăннă. Регионсенче мала тухнă вĕрентекенсен ретĕнче тупăшса финала тухнă — 15 лауреат йышне кĕнĕ.

16 Юпа, 2018

«Хыпар» издательство çурчĕн корреспонденчĕн ĕçĕ çĕнтернĕ

Чăваш Енĕн Цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви «Фокусра — ачалăх» конкурса пĕтĕмлетнĕ.

6 Юпа, 2018

Учительсем хорпа юрларĕç

Паян, юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче, Шупашкарта Оперăпа балет театрĕнче Учитель кунĕ ячĕпе савăнăçлă уяв пулчĕ. Вĕрентекенсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов саламларĕç, ĕçре ÿсĕмсем тунисене хисеп хучĕпе чысларĕç.

Pages