конференци

31 Çу, 2016

Чăваш медикĕсен ĕçĕ курăмлă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Перинаталь медицинин тата халăхăн репродуктивлă сывлăхĕн çивĕч ыйтăвĕсемпе Шупашкарта ирттернĕ регионсен хушшинчи ăслăлăхпа практика конференцине уçма хутшăннă.

24 Çу, 2016

Патшалăхпа право аталанăвĕн XXI ĕмĕрти çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явнă

Шупашкарти коопераци институчĕн никĕсĕ çинче çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери "XXI ĕмĕрти патшалăхпа право: теорипе практикăн çивĕч ыйтăвĕсем" наука-практика конференцийĕ иртнĕ.

22 Ака, 2016

Патриот воспитанийĕ пур ĕçре те пур

Ăна пурнăçлама пĕлсен. Нумай халăх пурăнакан регионти çутĕçĕнчи патриот миссине вара ĕнер Наци библиотекинче уçăлнă регионсен хушшинчи ăслăлăх-практика конференцийĕнче тишкерчĕç. Ăна Чăваш Енĕн тĕп библиотеки уçăлнăранпа тата чăвашсен çĕнĕ çырулăхĕ йĕркеленнĕренпе 145 çул çитнине халалланă.

18 Пуш, 2016

Савăнăç, киленĕç кÿрекенсем

Пултарулăх союзĕсен /писательсен, художниксен, архитекторсен, композиторсен тата ыттисен те/ тĕп тĕллевĕсем пурин те пĕрешкел — пĕр ĕмĕт-шухăшпа пурăнакансен ĕç-хĕлне лайăхлатасси, йывăрлăха лекнĕ ĕçтешсене пулăшасси, çамрăксене ăсталăха ÿстерме хавхалантарасси...

23 Юпа, 2015

Аграри эксперчĕсен тĕлпулăвĕ экономикăна аталантарма пулăшĕ, е Çĕршыв кризисран вăйланса тухасси çинчен

Октябрĕн 20-21-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕнче халăхсен хушшинчи «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ тата АПКн пĕр тикĕс аталанăвĕ» темăпа ăслăлăх-практика конференцийĕ иртрĕ. Унта регионсенчи аграрин аслă шкулĕсен ертÿçисем, ăсчахĕсем, аспиранчĕсем, студенчĕсем, ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен тата Мускав, Хусан, Самар, Ĕпхÿ, Вологда, ытти хуласенчи ăслăлăх-тĕпчев институчĕсен представителĕсем хутшăнчĕç. Азербайджанпа Казахстанран, Польшăран ăслăлăх ĕçĕсем ярса панă. Конференцире пуринпе те паллашма май килмерĕ.

Pages