Савăнăç, киленĕç кÿрекенсем

18 Пуш, 2016

Пултарулăх союзĕсен /писательсен, художниксен, архитекторсен, композиторсен тата ыттисен те/ тĕп тĕллевĕсем пурин те пĕрешкел — пĕр ĕмĕт-шухăшпа пурăнакансен ĕç-хĕлне лайăхлатасси, йывăрлăха лекнĕ ĕçтешсене пулăшасси, çамрăксене ăсталăха ÿстерме хавхалантарасси... Ку енĕпе, ман шухăшпа, Чăваш Енри Театр ĕçченĕсен союзĕ ыттисенчен маттуртарах, çаврăнăçуллăрах, пуçаруллăрах тата тăрăшуллăрах.

Çапла пĕтĕмлетÿ тума мĕн хистерĕ-ха? Хамăн сăмахăма пĕр самантпах çирĕплетме тăрăшăп. Союз юлашки пилĕк çулта хăйĕн пĕрлĕх членĕсене пурлăх тĕлĕшĕнчен 930,5 пин тенкĕлĕх пулăшнă /вĕсенчен 845,9 пинĕшĕ — союзăн социаллă пулăшу фондĕнчен/. Çавăн пекех Раççей Театр ĕçченĕсен союзĕ те йывăр чирлисен нушине çăмăллатма тăрăшать. Сăмахран, асăннă тапхăрта Чăваш Енри ĕçтешĕсенчен 22-шне 885 пин тенкĕ парса пулăшнă. СССР тата Раççей халăх артисчĕсене субсиди парасси те пурнăçланса пырать.

Çакăн çинчен ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ, Чăваш халăх артисчĕ Геннадий Медведев пĕрлĕхĕн саккăрмĕш отчетпа суйлав конференцийĕнче пĕлтерчĕ.

Ватăсемпе чирлисем кăна мар, союзăн ытти шайри членĕсем те çурăм хыçĕнче çирĕп «тыл» пуррине туйма пултараççĕ: сывлăха çирĕплетес тата канăва йĕркелес текенсене Раççей Театр ĕçченĕсен союзĕн санаторийĕсене е вырăнти кану çурчĕсене канма кайма çăмăллăх пур — путевкăн 30 процентне союз тÿлет. Ку майпа Чăваш Енри Театр ĕçченĕсен союзĕн 36 членĕ усă курнă /288,5 пин тенкĕ уйăрнă/.

Геннадий Медведевăн докладĕнчен тата çакна пĕлтĕмĕр: вăл ертсе пыракан союзра 216 çын. Юлашки пилĕк çулта йыш тата 43 членпа ÿснĕ. Пысăк çитĕнÿсен шутĕнче — союз сайтне йĕркелени. Унта театр ĕçĕнчи çĕнĕ хыпарсем, союз ирттерекен мероприятисем, паллă артистсен юбилейĕсем çинчен пĕлтерсех тăраççĕ. Çакă вара артистсене çеç мар, театр тусĕсене те кăсăклантарать, çавăнпа сайтпа паллашас текенсен шучĕ ÿссех пырать.

Мĕн ĕçлет-ха ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕ? Куç умне тÿрех тухса тăраканни те, курăнманни те пайтах. ЧР Культура министерствипе çулленех йĕркелекен «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурса хăнăхса çитрĕмĕр ĕнтĕ. Актерсем хăй тĕллĕн хатĕрлекен «Ĕмĕтри тĕллев» республика конкурсĕ икĕ çулта пĕрре иртет. «Драма театрĕн актерĕсем юрлаççĕ» конкурса хутшăнакан та йышлă. Актер ĕçĕсен Раштаври «капустникĕ» хăй мĕне тарать тата!

Ветерансен ячĕпе йĕркелекен мероприятисене асăнса кайма та пулатчĕ. Ĕçĕ унта мар, вĕсене ирттерме укçа-тенкĕ кирлĕ-çке. Взнос укçисĕр пуçне союз членĕсем хăйсен нухратне те хываççĕ-мĕн. Акă Раççей халăх артистки Нина Яковлева 25 пин тенкĕ панă, Чăваш драма театрĕн актерĕ Сергей Павлов — 10 пин, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев — 4 пин, Надежда Васильева — 4 пин. Спонсорсене явăçтарасси те манăçа тухман.

Çамрăксемпе ĕçлесси — тĕп вырăнта. Актерсемпе режиссерсене Мускава, Питĕре, ытти хулана пултарулăх лабораторийĕсене ярса ăсталăха туптасси йăлана кĕнĕ. Унсăр пуçне тĕп хулари критиксене те Шупашкарта пĕрре кăна мар йышăннă. Сăмахран, юлашки çулсенче пирĕн хулара А.Арефьева, Н.Жегин, А.Иняхин пулнă.

Союз пуçарăвĕпе, ЧР Культура министерстви, Республика халăх пултарулăх çурчĕ пулăшнипе 2012-2013 çулсенче иртнĕ чăвашла çыракан драматургсен республика конкурсне те асăнса хăвармаллах. Унăн тĕллевĕ пархатарлă: çамрăк талантсене асăрхасси, пулăшасси, халăх театрĕсен репертуарне пуянлатасси. Конкурса 12 ĕç тăратнă, вĕсенчен лайăххисене пьесăсен пуххи туса пичетлесе кăларнă.

Театр Ĕçченĕсен отчетпа суйлав конференцине ЧР культура министрĕн заместителĕ Вячеслав Оринов, РФ Театр ĕçченĕсен союзĕн регионсемпе ĕçлекен пайĕн тĕп специалисчĕ Маргарита Сильянова хутшăнчĕç. Вячеслав Николаевич пĕрлĕх пурнăçласа пыракан ĕçсене ырларĕ, министерство ăна май килнĕ таран пулăшнине палăртрĕ. Маргарита Кирилловна шухăшĕпе — союз хастарĕсем хăйсем туса пынă ĕçре — киленĕç, çынна ырă тунинче савăнăç тупаççĕ. «Çакă пирĕн ĕçре — чи кирли», — терĕ Мускавран килнĕ хăна.

Конференци делегачĕсем союза тата пилĕк çул ертсе пыма Геннадий Медведевах шанчĕç.

Надежда СМИРНОВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.