Кивĕ сăнÿкерчĕк

28 Кăрлач, 2015

Вĕсем «Останкинăра» юрланă

Çак сăнÿкерчĕке 50 çул каялла Мускавра, СССР телекуравĕн «Останкино» техника центрĕн студийĕнче, тунă. Телеоператорсем Етĕрне районĕнчи Пушкăрт ялĕн халăх хорĕ «Хĕрĕх чалăш хĕрлĕ ту» халăх юррине шăрантарнă чух ÿкернĕ самант.

27 Раштав, 2014

Ачалăх утравне çитсе килтĕм

Аллăма çак сăнÿкерчĕк лекрĕ. Вăл «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн архивĕнче упраннă. Унта кам ÿкерĕнни пирки Валерий Владимирович Туркай хăй те татса калаймасть. Тен, хаçатра пичетленсен уççи-хуппи паллă пулĕ.

25 Раштав, 2014

Ĕнер пулнăн туйăнать...

Чылайранпа упратăп çак сăнÿкерчĕке. Мĕншĕн тесен унта манăн ÿсĕмри çамрăксем сăнарланнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче ял каччисене çара шăпах çакăн пек ăсататчĕç.

Pages