Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивальне йĕркелеме пуçланăранпа республикăра ÿкерекен фильмсен пахалăхĕ лайăхланнине тĕп хаклавçăсем — куракансем — асăрхарĕç. «Чăвашкино» студийĕ вăй илсе пыни куç кĕрет.
Паян Пĕтĕм чăвашсен виççĕмĕш кинофестивалĕ вĕçленчĕ. Тÿрех пĕлтерер: ăна уçма та, хупма та Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн пĕчĕк кинозалне пуçтарăнчĕç.
Çутă сÿнчĕ. Кино пуçланчĕ... Залра ларакан кашни куракан экрана тимлерĕ: унта — хура-шурă тĕслĕ картина. Чăваш киновне пуçарса яракан Иоаким Максимов-Кошкинскипе унăн мăшăрĕ Тани Юн актриса аса илĕвĕсене каласа кăтартаççĕ. Çак архив кадрĕсемпе уçăлчĕ кăçалхи Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ. Вăл виççĕмĕш хут тĕрлĕ халăх кинематографисчĕсене, сценаристсене, режиссерсене тата кино юратакансене чăваш çĕрĕ çинче пухрĕ. Фестиваль кăçал унчченхи пек Чăваш Наци библиотекинче мар, малтан «Çеçпĕл» кинотеатр пулнă çуртра уçăлчĕ.
Чÿк уйăхĕн 13-17-мĕшĕсенче республикăра Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ иртет. Вăл «Çеçпĕл» кинотеатрта уçăлнă.
Мероприятие Чăваш Енре виççĕмĕш хут йĕркелеççĕ. Унăн тĕллевĕ — киноискусствăри пултаруллă ăстасене палăртасси, чăваш киностудийĕн çитĕнĕвĕпе паллаштарасси, халăхра наци фильмне сарасси.