Пĕтĕм чăвашсен "Асам" кинофестивалĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç

17 Чÿк, 2017

Паян Пĕтĕм чăвашсен виççĕмĕш кинофестивалĕ вĕçленчĕ. Тÿрех пĕлтерер: ăна  уçма та, хупма та Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн пĕчĕк кинозалне пуçтарăнчĕç.

Паянхи савăнăçлă мероприятие "Çеçпĕл" фильмран пуçларĕç. Унтан сцена çине кинора тĕп сăнара калăпланă, паян Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн тĕп режиссерĕнче ĕçлекен пултаруллăран та пултаруллă Иосиф Дмитриев тухрĕ. "Ĕмĕт яланах пурăннă. Паян çав ĕмĕт чĕрĕлнине куратăп", - чăваш киновĕшĕн чунĕ ыратни сисĕнчĕ Иосиф Дмитриев сăмахĕнче.

Кинофестивальте çĕнтерÿçĕ фильмсене палăртнипе пĕрлех чăваш киноÿнерне аталантарма тÿпе хывнăшăн та чысларĕç. Ку хисепе пурнăçне режиссурăна халалланă Леонид Трифонов тивĕçрĕ. "Асам" фестивале халалланă плакатсен халăхсем хушшинчи  конкурсне те (ăна кăçал пуçласа йĕркелерĕç) паян пĕтĕмлетрĕç. Кунта Шупашкарти Ирина Иванова пĕрремĕш степеньлĕ диплома çĕнсе илчĕ, иккĕмĕшне - Питĕрти Диана Бабичева, виççĕмĕшне - Оренбургри Юлия Слепых.

Кинофестиваль хупăннине халалланă мероприятие хутшăннă Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов киноăстисем вăйланса пынине палăртса чăваш киноне вăрăм ĕмĕр сунчĕ. Вăлах чи лайăх сценаришĕн тата чи лайăх музыка композицийĕшĕн чысларĕ. Малтанхи номинацире "Ыр çын каять - ят юлать" фильмшăн Татьяна Ильинана палăртнă, иккĕмĕшпе - «FUGA» илемлĕ фильма юрă-кĕвĕпе илемлетнĕ Александр Ян Тараненкăна тата Илья Чеснокова. «FUGA», тÿрех палăртар, фестивалĕн Гран-прине тивĕçрĕ. Çак ĕçĕн операторне Ильтимер Ефремова та хавхалантарчĕç. Çамрăк та талпăнуллă Ильтимер кино çулне суйлама пулăшнăшăн Иосиф Дмитриев-Трер режиссера уйрăммăн тав тунă май унăн "Чĕрĕ сăмах", "Ама кайăк çулĕпе", "Андерграунд" ĕçĕсем хавхалантарнине асăнса хăварчĕ.

Профессилле артистсенчен пĕри, Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн актерĕ, Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш Республикин халăх артисчĕ Василий Павлов, "Ехрем хуçа" фильмри сăнаршăн "Арçын рольне чи ăста выляканĕ" номинацишĕн "Асам" кинофестивалĕн статуэткиллĕ пулчĕ. "Хĕрарăм рольне чи ăста выляканĕ" - "Йăх вăрманĕ" илемлĕ фильмри Зоя Аристархова. Номинацисем нумай та, кунта пурне те каласа пĕтереймĕпĕр. 

"Ехрем хуçа" фильм пирки асăнтăмăр та, Чăваш Енри кинематографистсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Олег Цыпленков Чăваш наци конгресĕн ертÿçине Николай Угаслова ялан пулăшнишĕн Ехрем хуçапа танлаштарчĕ. Фестивале ирттерме вун-вун пуянтан пулăшу ыйтнине палăртрĕ вăл, анчах ал параканĕсем çукпа пĕрех иккен. Чăваш кинофестивальне йĕркелекенсем апла пулин те малалла талпăнаççĕ. Ку енĕпе вĕсене республика Пуçлăхĕ те, Культура министерстви те пулăшнине вĕсем кăмăлтан палăртаççĕ.

 

Рубрика: 

Комментари хушас