Кĕрешÿ

12 Раштав, 2015

«Çĕнтерме хатĕррине çиçекен куçăрсенче куратăп»

Раштав уйăхĕн 10-11-мĕшĕсенче «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрсен хушшинче Раççей кубокĕ иртрĕ. Ку ăмăртăва пирĕн республикăра виççĕмĕш хутчен йĕркелерĕç. Пĕлтĕртенпе вăл тĕнче шайĕнчи ăмăрту шутланать.

27 Раштав, 2014

Диплома тивĕçнĕ

Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕн çăмăл атлетика манежĕнче Раççей Геройĕн Николай Гаврилов генерал-лейтенантăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен Пĕтĕм Раççейри 10-мĕш турнирĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç.

22 Раштав, 2014

Паттăрсен умĕнче пуç таятпăр

Декабрĕн 17-18-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕн çĕнĕ керменĕнче чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕн, Раççей Геройĕн, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕн Николай Гавриловăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен Пĕтĕм Раççейри 10-мĕш турнирĕ иртрĕ.

18 Раштав, 2014

Дагестан каччи пирĕн республикăшăн тупăшать

Пирĕн республика ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсене хатĕрлес енĕпе пысăк ĕçсем тунине пурте пĕлеççĕ. Ентешсем çулсерен çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ, секцисене çÿрекенсен йышĕ ÿсет, Раççей шайĕнчи ăмăртусем ирттересси те йăлана кĕнĕ. Çавăнпах тĕрлĕ регион спортсменĕсем ăмăртусене хатĕрленме, ăсталăхне туптама Чăваш Ене суйласа илеççĕ.

15 Чÿк, 2014

Медальсене кĕркунне те... шутламаççĕ

Ноябрĕн 16-мĕшĕнче Раççейре самбо кунне уявлаççĕ. Пĕлтĕр ăна 100 яхăн хулара паллă тунă. Кăçал та спортăн ку тĕсне кăмăллакансем нумай хулара пухăнса тĕрлĕ ăмăрту ирттерессе шанать Совет Союзĕн спорт мастерĕ Сергей Малов.

Pages