Комментари хушас

18 Раштав, 2014

Дагестан каччи пирĕн республикăшăн тупăшать

Пирĕн республика ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсене хатĕрлес енĕпе пысăк ĕçсем тунине пурте пĕлеççĕ. Ентешсем çулсерен çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ, секцисене çÿрекенсен йышĕ ÿсет, Раççей шайĕнчи ăмăртусем ирттересси те йăлана кĕнĕ. Çавăнпах тĕрлĕ регион спортсменĕсем ăмăртусене хатĕрленме, ăсталăхне туптама Чăваш Ене суйласа илеççĕ.

Даурен Кургулиев Дагестанра çуралса ÿснĕ. Спортри пĕрремĕш утăмĕсене те унтах тунă. Хальхи вăхăтра вăл Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче ăсталăха туптать, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренет. Унăн тренерĕ - пирĕн ентеш, Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, Олимп вăййисен бронза призерĕ Ольга Смирнова. Çамрăк каччă тĕнче тата çĕршыв ăмăртăвĕсенче пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă. Нумаях пулмасть вăл Чăваш Ене тепĕр икĕ медальпе таврăнчĕ. Дагестан Республикин Халăх пухăвĕн председателĕн Х.Шихсаидовăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта Даурен 86 килограмлă виçере хăйĕн тусне парăнтарса пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă. Йĕркелÿçĕсем маттур каччăна автомобиль те парнеленĕ. Хасавюрт хулинчи Спорт керменĕнчех иртнĕ тепĕр ăмăртура - 19-20-мĕш ĕмĕрсенчи сумлă спортсменсене халалланă Пĕтĕм континент кубокĕнче - педуниверситет студенчĕ бронза медале тивĕçнĕ.

Çак кунсенче Нефтеюганск хули /федерацин Ханты-Манси округĕ/ тĕнчери чи маттур та вăйлă кĕрешÿçĕсене черетлĕ пысăк турнира пухнă. Раççее 12 çĕршывран вун-вун пăхаттир çитнĕ, икĕ кунра вĕсем медальсен 8 комплекчĕшĕн тупăшнă. Ку ăмăртура Чăваш Ен чысне Даурен Кургулиев хÿтĕленĕ. Телее, ăна унта та ăннă. Çĕнĕ Шупашкар каччи финалта Осети спортсменне çĕнтерсе ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.

Егор АНДРЕЕВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.