Кĕр парни - 2015

25 Авăн, 2015

Чи тутли, кĕрпекли - вырăнти çимĕç

Августăн 22-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 18-мĕшĕччен республикăри хуласенче ялхуçалăх таварне сутас тĕлĕшпе «Кĕр парни - 2015» ярмăрккă иртет. Çакă хулара пурăнакансене экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕçпе тивĕçтерме, çĕр ĕçченĕсене хăйсен продукцине тупăшлă вырнаçтарма май парать.