Комментари хушас

25 Авăн, 2015

Чи тутли, кĕрпекли - вырăнти çимĕç

Августăн 22-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 18-мĕшĕччен республикăри хуласенче ялхуçалăх таварне сутас тĕлĕшпе «Кĕр парни - 2015» ярмăрккă иртет. Çакă хулара пурăнакансене экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕçпе тивĕçтерме, çĕр ĕçченĕсене хăйсен продукцине тупăшлă вырнаçтарма май парать. Çак кунсенче ярмăрккăсене çитсе унти лару-тăрупа паллашрăмăр.

Уяр çанталăкра суту-илÿ хĕрсе пымалла пек. Çĕнĕ Шупашкарти ялхуçалăх пасарĕнче сутакансем туянакансенчен ытларах. Пĕр рете лартнă пысăк машинăсем умĕнче купи-купипе çĕрулми, сухан, кишĕр, кăшман миххисем. Акă арçын çăмăл машинипе 3 михĕ «иккĕмĕш çăкăр» тиесе кайрĕ. Кăшт тăхтасан тепри çитсе чарăнчĕ. Вăл та хĕл каçмалăх пахчаçимĕç туянасшăн.

- Канмалли кунсенче халăх нумай, эрне варринче сахалрах, - ăнлантарчĕ Муркаш районĕнчен килнĕ Татьяна Васильева. Вĕсен 5 гектар ытла çĕр. Унта туса илнĕ пахчаçимĕçе хăйсемех сутаççĕ, ыттисенне те курттăм туянса вырнаçтарма пулăшаççĕ. Çемьен икĕ машина. Пахчаçимĕç сутăннă май ăна турттарсах тăраççĕ, чĕртавара çынсене килнех çитерсе параççĕ.

Хальхи вăхăтра çĕрулми уйрăмах лайăх каять-мĕн. Пасарта çителĕклех вăл. Конкуренци пысăк, çапах хакĕ ытлашши уйрăлса тăмасть. Акă, «гала» сортăн 1 килограмĕ 10 тенкĕ. Юнашарах – хĕрлĕ çĕрулми, вăл 1 тенкĕ йÿнĕрех.

- «Гала» сорта тутлă, кĕрпеклĕ, шурă пулнишĕн кăмăллаççĕ. Çавăнпа хаклăрах та, - терĕ Татьяна Васильева.

Кишĕре ?1 килограмне% - 20, кăшмана - 16, сухана 18 тенкĕпе ярăнтараççĕ. Шултра, таса çимĕçе тиркеймĕн.

- 3-4 михĕ çĕрулми туянсан çуркуннечченех çитет. Хамăн пахча та, çĕрпе ĕçлеме вăхăт та çук. Иртнĕ эрнере çĕрулми хаклăрахчĕ. Халĕ самай йÿнелнĕ. Ярмăрккăсем кирлех. Пахчаçимĕçе нумайăшĕ çак вăхăтра илсе юлма тăрăшать, - пĕлтерчĕ Валерий Матвеев çимĕç туянакан.

Йĕпреçре çитĕннĕ «ред скарлет» сорта та 1 килограмне 10 тенкĕрен кая мар ыйтаççĕ.

- Нумай илекенсене йÿнетсе паратпăр, - терĕ Елена Иванова сутуçă. - Акă пĕр çемье 17 михĕ туянчĕ, кашни килограмĕ 50 пус йÿнĕрех кайса ларчĕ. Нумай ачаллă çемьешĕн çакă самай сисĕмлĕ.

Вĕсен таварне те суйламалăх пур: кишĕр, сухан, кăшман... Сухан ?1 килограмĕ% - 18-20, кăшман - 16, кишĕр – 20 тенкĕ. Йăлтах хушма хуçалăхра çитĕнтернĕскер. Çемье çынсен усă курман пай çĕрĕсене арендăна илсе пахчаçимĕç ÿстерет. Кил хуçи хĕрарăмĕ пасарта сутнă вăхăтра çемье, тăван-пĕтенĕ, ялйыш çĕрулмине уй-хирте копалка хыççăн пуçтараççĕ. Хĕрÿ тапхăрта пулăшакансем нумай.

- Чĕртавара вăхăтра сутмалла. Çуркунне валли те хăваратпăр, ун чухне хаклăрах каять, анчах пурне те управа хураймăн. Ĕçлекенсемпе татăлма, кулленхи пурнăçра тыткалама та укçа кирлĕ, - каласа парать хĕрарăм.

- Вырăншăн тÿлетĕр-и?

- Паллах, кашни кун 250 тенкĕ тухса каять.

Çĕнĕ Шупашкарти пасарта ытти регионри чĕртаварпа пĕрлех Муркаш, Вăрмар, Красноармейски, Патăрьел, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче туса илнĕ пахчаçимĕç, улма-çырла вырăн тупнă.

Хула çыннисен суйламалăх пур. Апат вăхăчĕ çитнĕ май пасара халăх туртăнма пуçларĕ. Нумайăшĕ хаксемпе паллашма тухнă. «Канмалли кунсенче хаклăрах, йÿнетесшĕн мар, анчах эрне варринче илме вăхăт çукрах», - терĕ пĕр хĕрарăм. Темиçе михĕ çĕрулми илекенсене сутуçăсем килнех çитерсе параççĕ иккен.

Шупашкарти Николаев урамĕнчи суту-илÿ комплексне кĕнĕ çĕре «Кĕр парни» ялхуçалăх ярмăркки» тесе пысăккăн çырса çакнă. Суту-илÿ речĕсем çĕрулми, сухан, кишĕр, кăшман, купăста миххисемпе тулнă. Кунта та çынсем сахалрах. Прилавок умĕнче чарăнсанах сутуçă васкаса çитрĕ.

- Çĕрулми кирлĕ-и? Шурри, хĕрли... - тÿрех сăмахлама, таварне мухтама пикенчĕ вăтам пÿллĕ çамрăк арçын.

Вăр-варскер Патăрьел районĕнчи фермер-мĕн. Патăрьел, Муркаш тăрăхĕсенче «иккĕмĕш çăкăр» туса илет вăл. Тăван тăрăхĕнче, хура çĕр çинче, кишĕр, кăшман, сухан, Муркаш енче вара çĕрулми ăнса пулать-мĕн. Халĕ лаптăксем пушаннă май фермер сутма тухнă. «Невский», «гала», «ред скарлет» сортсем сĕнет.

- Пирĕн хаклă мар, пахчаçимĕçе йÿнĕпех сутатпăр, - терĕ вăл.

Чăн та, çĕрулмине ?1 килограмĕ% 8-9 тенкĕпех туянма пулать. Çимĕçе хăйсемех, сутуçă тара тытмасăрах, вырнаçтараççĕ. «Капла перекетлĕрех. Кăçал çĕрулми лайăх тухрĕ, гектартан 230 центнер ытла. Ыттисен те тухăç аван. Çавăнпа ытлашши хаклатса сутаймăн», - пĕлтерчĕ фермер.

Шултра сухан вара Волгоград облаçĕнченех, унăн 1 килограмĕ – 16 тенкĕ. «Хамăрăнне июльтех кăларса сутнă. Çĕрулмипе кăна суту-илÿ тунин усси сахал», - ăнлантарчĕ арçын. Кишĕр ?1 килограмĕ 14 тенкĕ% те, кăшман ?9 тенкĕ% та Çĕнĕ Шупашкартинчен палăрмаллах йÿнĕ. Ку пасара ахальтен мар Чулхула, Тутарстан, Мари Эл тăрăхĕсенчен те çимĕç туянма килеççĕ.

- Тин кăна Мари Республикинчен виçĕ хĕрарăм машинăпа хăйсем валли çĕрулми тиесе кайрĕç. Вĕсем каланă тăрăх - Чăваш Енре çитĕнекенни тутлăрах.

- Ватăсене, уйрăмах пĕччен пурăнакансене йывăр çĕклеме килĕсене çитерме пулăшатăр-и?

- Паллах, пирĕн машина алă айĕнчех. Уншăн бензин тăкакне саплаштармалăх çеç укçа илетпĕр. Çынсем пахчаçимĕçе çакăн пек ярмăрккăсенче, хаксем йÿнĕрех чухне, туянаççĕ. Малтанхи тапхăрта халăх нумайччĕ. Халĕ сахаллансах пырать, хĕлле валли илсе тултарчĕç пулас, - палăртрĕç сутуçăсем.

Шупашкарти тĕп пасарта вырăнта туса илнĕ, ытти регионсенчен кÿрсе килнĕ пахчаçимĕç туллиех. Прилавок умĕнче - фермерсен, хушма хуçалăхсен чĕртаварне курттăммăн туянса сутакансем. Вĕсен хушшинче Красноармейски районĕнчи пĕр фермер хуçалăхĕн ертÿçине те асăрхарăмăр.

- Кăçал пахчаçимĕç ăнса пулнипе хаклă мар. Акă çĕрулмине хăйхакĕпех сутатпăр. 1 килограмĕ 8 тенке анса ларчĕ, - пăшăрханать арçын.

Пахчаçимĕçпе тулнă ретпе утнă май пире сутуçăсем пĕр-пĕрне пÿлсех тавар туянма сĕнчĕç.

- Кĕрпеклĕ, тутлă çĕрулми кунта! - янăратрĕ хăрарăм сутуçă.

- Шывсăр пиçет, çусăрах ăшаланать, - шÿтлерĕ иртсе пыракансенчен пĕри.

«Кĕр парни - 2015» суту-илÿ ярмăркки вĕçлениччен вăхăт пур-ха. Апла хĕл кунĕсем валли йÿнĕ, экологи енчен таса çимĕç туянма пулатех.

Лариса Никитина.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.