Инçетри ял сасси

29 Ака, 2014

Чăннипех чĕртесшĕн

Чылай ялăн сывлăхĕ хавшаккине пытармăпăр. Ĕçкĕпе иртĕхекенсемпе вăл сывă пулаймĕ. "Маншăн ик айкки те – тăвайкки" шухăшлавпа та мала каяймĕ. Ĕлĕкхине аса илтерни те ăс-тăна витермест. Чĕрĕлĕх кĕртме витĕмлĕ тĕслĕх кирлĕ. Ыран, тепĕр кун мар, халĕ – шăпах çак самантра. Шупашкар районĕнчи Атăльялри пек.

19 Пуш, 2014

Çырли пиçĕ. Кам валли?

Ячĕ пур та палли çук

Çапла вăл çул пĕлмесен: пĕр çĕре çитес тетĕн те пач урăх вырăна сиксе тухатăн. Сĕнтĕрвăрри районĕнче Вăрни ялне çитес вырăнне Лапри Упакассине лекрĕмĕр. Çакна ял çыннипе калаçса кайсан тин чухларăмăр. Ял ятне палăртакан паллă çук та ăçтан пĕлĕн? Сăрт айлăмĕнче, Çавал шывĕ хĕрринчех вырнаçнăскер такамран пытаннă тейĕн. Ял ятне палăртакан юпана лартма килнĕ çын та, тен, ăна шыраса тупайман.

12 Нарăс, 2014

Çăтмахĕ пур, киленекенĕ шутлă

Хăйсен ĕçĕнче çав тери пултаруллă, ăслă пуçлăхсем пушă вăхăт тупăнсанах çут çанталăкра пулма тăрăшаççĕ, ытларах чухне – пĕччен, вĕсене никамăн та чăрмантармалла мар. Пуçлăхсене çеç-и, пурне те илĕртет тĕнче илемĕ. Малалла ĕçлеме çын çут çанталăкран вăй илсе шухăш-кăмăлне тасатать, пурнăç çине çĕнĕлле пăхать. Тамăкĕ те, çăтмахĕ те таçти леш тĕнчере мар, хамăр пурăнакан çĕр çинчех иккен. Элĕк районĕнчи Антоновка выççăлкки – çăтмах вырăнсенчен пĕри. Вăрман варринче вун икĕ çурт ларать, анчах унта Ивановсен çемйи кăна тавралăх илемĕпе киленсе пурăнать.

15 Кăрлач, 2014

«Кивĕлле пурăнмастпăр»

"Ялта пĕр-пĕр ферма пулнă пулсан тислĕк хырма тухмăттăмччĕ-и вара?" – чĕрре кĕнĕн хăйĕннех ĕнентересшĕн пенсионер. Иксĕмĕр ялта ĕç çукки пирки калаçса кайнă та, эпĕ ăна тепĕр çĕрте чаплă фермăра ĕçлеме те йĕркеллĕ çын тупайманни çинчен калатăп.

Pages