Комментари хушас

19 Пуш, 2014

Çырли пиçĕ. Кам валли?

Ячĕ пур та палли çук

Çапла вăл çул пĕлмесен: пĕр çĕре çитес тетĕн те пач урăх вырăна сиксе тухатăн. Сĕнтĕрвăрри районĕнче Вăрни ялне çитес вырăнне Лапри Упакассине лекрĕмĕр. Çакна ял çыннипе калаçса кайсан тин чухларăмăр. Ял ятне палăртакан паллă çук та ăçтан пĕлĕн? Сăрт айлăмĕнче, Çавал шывĕ хĕрринчех вырнаçнăскер такамран пытаннă тейĕн. Ял ятне палăртакан юпана лартма килнĕ çын та, тен, ăна шыраса тупайман.

Пĕр-ик çын пурăнакан Вăрни вырăнне Лапри Упакассине лекнĕшĕн пĕртте кулянмарăмăр. Кунта çирĕм икĕ çуртран вун иккĕшĕнче çынсем пурăнаççĕ, тĕрĕсрех, хĕл каçаççĕ.

Пуплеме çын шыраса темиçе çурт хапхине шакканă хыççăн урампа иртсе пыракан пĕр арçын ял пуçĕнчи пĕрремĕш кил патне тĕллесе ячĕ. "Унта хĕлĕн-çăвĕн пурăнаççĕ", – терĕ. Арçынĕпе хăйĕнпе калаçас – килĕшессе шанмарăм. Куç айĕсем хĕрлĕн-кăваккăн шыçăнса тăнăран-ши, пирĕнтен васкасах уйрăлчĕ те малалла таплаттарчĕ.

Пĕр ватăна йывăр чир хыççăн яла ачисем илсе килнĕ. Вырăн çинчен тăраймасть-мĕн. Килсе янă пулсан та чун панă тĕпренчĕкĕсем пăрахмаççĕ, килсех тăраççĕ. Тепри, хĕрĕх пиллĕкри вăй питти, ĕçлеме ÿркенмест, анчах юлташĕпе ĕçке кайма кăмăллать. Виççĕмĕшĕ çирĕм пуç ытла ĕне выльăх усрать. Тăваттăмĕшĕн, Елена Загирова пеккин, ирĕксĕрех вăхăтлăха ялта пурăнма тивет.

Елена Владимировна упăшкин хушамачĕпе Загирова иккен. Хĕр чухне Комиссарова пулнă. Хăй каланă тăрăх – аслашшĕ вăрçăччен республикăри пĕр хаçатра ĕçленĕ, Киремет Петти ятпа пичетленнĕ. Шел, фронтран таврăнайман. Тепĕр 2-3 çултан пенсие тухсан Лапри Упакассинче çуралса ÿснĕ хĕрарăм архивсене çитсе хăйĕн йăх-несĕлне тарăннăн тĕпчесшĕн.

 

Нуша хÿре вĕçне килсен

Ашшĕпе амăшĕ чăваш тăрăхне таврăнма тархасламан пулсан Загировсем хальччен Ĕпхÿ хулинче хăтлă хваттерте киленсе пурăнмалла та... Куçса килнĕшĕн ÿкĕннине пытармасть хĕрарăм. Сĕнтĕрвăрринче нуша-инкек хÿре вĕçне ларнă та хăпма пĕлмен. Йывăç çуртри хваттер çунса кĕлленсен виçĕ ачаллă çемьен (çунса каясран иккĕмĕш хутран сикнĕ) ăçта кăна пурăнма тивмен. Паян – пĕр вырăнта, ыран – тепĕр çĕрте. Çулталăк ытла шкулта выртса тăнă, кил хуçи хĕрарăмĕ унти хуçалăха тытса пынă. Шкул хупăнсан пĕр юхăнчăк çуртра аран хваттер панă вырăнти администраци. Çурчĕ пурăнма юрăхсăр. Патшалăх программипе кунти çемьесене хăтлă хваттерсене куçармалла. Загировсене те сĕннĕ, анчах пĕри те тивĕçтермен. Елена Владимировнăн упăшки – инвалид, пĕр урине пĕç тĕп таран татнă. 5-мĕш хутри хваттере хăпарса анма ăна мĕн тери асаплă пулни паллă ĕнтĕ. "Пирĕн икĕ пÿлĕмлĕ хваттерччĕ, пĕрреллине кăна сĕнчĕç", – каламаллине каласшăн хĕрарăм. Сусăр упăшки чĕрепе те аптăрать-мĕн, тухтăрсем операци тутарттарасшăн.

Йĕркеллĕ хваттер пама Загировсене списока аран-аран кĕртнĕ. Çĕнĕ çуртра пулмалла вăл. Çуртне кăçал туса пĕтермелле. Анчах Елена Владимировна асăннă тăрăх – ăна хăпартма та тытăнман. Çавăнпа каллех иккĕленет вăл. Ку таранччен нуша хăваланипе мĕнле кăна пуçлăх патне çитмен, çыру çырман?! Упăшкине инвалида кăларсан та. Малтан иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулнă вăл. Кайран виççĕмĕшне куçарнă. Кун пек чухне ĕçлеме ирĕк параççĕ, анчах урасăр инвалид Сĕнтĕрвăрринче ăçтан ĕç туптăр? Юрать халĕ иккĕмĕш ушкăна каялла тавăрнă. "Пĕрремĕш ушкăн çинчен шухăшламалли те çук. Ăна вырăнпа выртакансене кăна параççĕ. Упăшка телевизор пăхать те ытти регионта хăй пек урасăррисем те пĕрремĕш ушкăна лекни çинчен калать", – тет Елена Загирова.

Хулара çĕнĕ хваттер кĕтсе нушаланса çитнĕ çемье иккĕмĕш çул кил хуçи хĕрарăмĕн тăван ялĕнче пурăнать.

 

Хĕлле лăскать, çулла лăпкать

Шкул пĕтерсен Елена Владимировнăн юлташĕсем университета тухтăра вĕренме кайнă. Ăна та пĕрле чĕннĕ. "Часах йăмăк çуралмаллаччĕ те анне вырăнне ĕçе тухма тиврĕ. Вĕренме ĕлкĕрен терĕç", – аса илет вăл. Йăнăшнă çав килтисем. Ĕлкĕреймен вăл аслă шкула кĕме. Ирĕксĕрех заявление пир-авăр техникумне кайса пама тивнĕ. Вĕренсе тухсан ăна ĕçлеме Ĕпхÿ хулине янă. Унта тутар каччипе паллашнă. Ашшĕ-амăшĕн сăмахĕнчен иртеймесĕр çемйипе Чăваша таврăннă.

"Лайăх, лăпкă çĕрте пурăнатпăр", – тет Елена Владимировна Лапри Упакасси ялĕ çинчен сăмах хускатсан. Таврари çут çанталăк илемĕ урăхла калаттараймасть пулĕ çав. Кунта нихăçан та социаллă объектсем пулман, çавăнпа клуба, лавккана юнашар яла çÿренĕ, çÿреççĕ те. Пĕр сутуçă-усламçă пулăшать тата вĕсене. Мĕнле тавар кирлине ăна малтан пĕлтерсе хураççĕ. Пенси валеçнĕ кун вара çăнăх, песук, кĕрпе таврашне хайхи машинипех килсе парать. Кун пек чухне ватăсем çăкăра чылай вăхăт килте пĕçереççĕ. Загировсен ывăлĕ Шуршăлта уйрăм çын пекарьнинче ĕçленĕрен çăкăрне те унтанах илсе килет. Çăкăр пĕçерме те пултарать арçын, анчах çын çитменрен халĕ ăна грузчик ĕçне тутарттараççĕ.

Шупашкара е Çĕнĕ Шупашкара каймалла чухне Лапри Упакассисем вăрман витĕр тÿрĕ те кĕске çулпа Шуршăла тухаççĕ. Хĕлле çавра çула шанма çук. Асфальт ял патне çитмест, хуçалăхăн юхăннă хуралтисем таран кăна. Çула юртан хыраççĕ, анчах пур чухне те мар – юр самай тултарсан кăна. Куншăн та тав тăваççĕ çынсем.

Пĕлтĕрччен ĕçмелли шыв патне нумайăшĕ кулатасем патне утнă. Иртнĕ çул чылайăшĕ киле шыв кĕртнĕ. Халĕ çырмана çÿрекен сайра. Çуртсенче çут çанталăк газĕ çунать.

Ĕçлес текенни ĕçлет, ĕçес шухăшли те ĕç тупать. Сăртран çÿлерехри Уплер ялĕнче нумай выльăх усраççĕ. Пăхса ĕлкĕреймеççĕ, вăхăт çитмест. Çавăн пеккисене пулăшса укçа илеççĕ те "çуттипе" савăнаççĕ. Юрать унашкаллисем ялта йышлă мар. Анчах та выльăх усракан маттурсем Лапри Упакассинче те пур. Пĕрисен ĕни, вăкăрĕ, пăрушĕ иртнĕ çул пĕтĕмпе çирĕм пуçран иртнĕ.

Хĕлле ял çывăрать, çулла шавлать, кĕрлет, куç тулли илем парнелет. Пушă çуртпа хыт-хура пуснă пахча кураймастăн. Сăрт айлăмĕнчи ял çĕр çырли айне путать. Йĕри-тавра – хĕп-хĕрлĕ. Ĕлĕк сăртсем тăрăх выльăх-чĕрлĕх нумай çÿренĕ. Халĕ ун пек таптанмасть те çырлана выртсах пуçтаратăн. Инçех те мар сиплĕ çăл куçсем тапаççĕ.

Тепĕр çирĕм çултан та çак илем, ахăртнех, çухалмĕ. Анчах ялĕнче миçе çын юлĕ-ши, çамрăксем килĕç-ши? "Пĕтсе пырать пулĕ", – тăван ялĕн малашлăхĕ пирки иккĕленет Елена Владимировна.


Ирина Никитина.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.