Хÿтĕлевçĕсем

20 Авăн, 2014

Çĕнтерÿ­­­­çĕсен йышĕнче мар пулсан та...

Авăнăн 17-мĕшĕнче Эрĕнпур облаçĕнче иртнĕ "Атăлçи шурăм пуçĕ - 2014" çарпа спорт вăййисене пĕтĕмлетнĕ, çĕнтерÿçĕсене чысланă. 31-мĕш ракета çарĕн командующийĕ Анатолий Кулай вăййăн куçса çÿрекен ялавне пĕрремĕш вырăн йышăннă Эрĕнпур облаçĕн "Спарта" командине панă. Иккĕмĕшсем - Пушкăрт Республикин ачисем.

18 Авăн, 2014

«Атăлçи шурăм пуçĕнче» - пирĕн пуласлăх

Эрĕнпур облаçĕнче çарпа спорт вăййисем пыраççĕ

РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пуçарнипе çĕнĕрен чĕртсе тăратнă ăмăртусем ку тăрăхра иккĕмĕш çул иртеççĕ.