Комментари хушас

20 Авăн, 2014

Çĕнтерÿ­­­­çĕсен йышĕнче мар пулсан та...

Авăнăн 17-мĕшĕнче Эрĕнпур облаçĕнче иртнĕ "Атăлçи шурăм пуçĕ - 2014" çарпа спорт вăййисене пĕтĕмлетнĕ, çĕнтерÿçĕсене чысланă. 31-мĕш ракета çарĕн командующийĕ Анатолий Кулай вăййăн куçса çÿрекен ялавне пĕрремĕш вырăн йышăннă Эрĕнпур облаçĕн "Спарта" командине панă. Иккĕмĕшсем - Пушкăрт Республикин ачисем. Виççĕмĕш вырăна Пенза тата Чул хула облаçĕсен çамрăк армеецĕсем пайланă. Чăваш Ен команди - вуннăмĕш.

Кăçалхи вăйăсенче Чăваш Респуб­ликин чысне Шупашкарти 28-мĕш шкул вĕренекенĕсем хÿтĕленĕ. Уйрăм ăмăртусенче чăваш ачисем япăхах мар кăтартусемпе палăрнă. Акă Анжела Портнова 1000 метр чупса виççĕмĕш вырăн йышăннă. 60 метра иккĕмĕш чупса тухнă. Вăй гимнастикинче Даниил Егоровпа Екатерина Григорьева çĕнтернĕ. Сăмах май, Екатерина 60 метрлă дистанцие те пĕрремĕш вĕçленĕ. Эстафета ишевĕнче Анастасия Орендеева иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Ăмăртăва хутшăннă çамрăк спортсменсене Раççей Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полпречĕн çумĕ Олег Мельниченко саламланă, "Паян вăйăсене вĕçлетпĕр, çĕнтерÿçĕсене чыслатпăр. Пирĕн тĕллев - награда мар. Чи пĕлтерĕшли çакă, çарпа спорт вăййисене хутшăнса çĕнĕ пĕлÿ илетĕр, туслăха, юлташ пулăшăвне хаклама хăнăхатăр, пĕрле чухне кирек епле йывăрлăха та парăнтарма май пуррине куратăр". О.Мельниченко çамрăк армеецсене ырă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма, малашне те ăмăртусенче çитĕнÿсем тума суннă.

Çарпа спорт вăййисем вĕçленнине пĕлтерсе çĕнтерÿçĕ команда капитанĕ Дарья Балюбашенко ялав антарнă. Ăмăртусене хутшăннисене пурне те хаклă парнесемпе чысланă.

О.ПЕТРОВ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.