«Атăлçи шурăм пуçĕнче» - пирĕн пуласлăх

18 Авăн, 2014

Эрĕнпур облаçĕнче çарпа спорт вăййисем пыраççĕ

РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пуçарнипе çĕнĕрен чĕртсе тăратнă ăмăртусем ку тăрăхра иккĕмĕш çул иртеççĕ.

Спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе тата тăван çĕр-шывăн кун-çулĕпе кăсăкланакан пулас хÿтĕлевçĕсен вăййисене кăçал 14 регионтан пухăннă. Вĕсем тĕрлĕ конкурспа ăмăртусенче вăй виçеççĕ, концертсемпе КВНсене хутшăнаççĕ. Вăйăсен пĕрремĕш кунĕнче çамрăксем хăйсемпе паллаштарнă: республикăсемпе облаçсен гимнĕсем янăранă, тăван тăрăхри паллă вырăнсемпе сумлă çынсем çинчен каласа панă. Кадет шкулĕсемпе класĕсем ăсталăх сехечĕсем ирттернĕ.

106-мĕш вĕренÿ центрĕнче иртнĕ турнирсен çĕнтерÿçисем палăрнă. Граната ывăтассипе Эрĕнпур, Пушкăртстан тата Тутарстан командисем мала тухнă. Вăй гимнастикинче /яшсем турник çинче туртăннă, хĕрсем «отжимани» тунă/ ăмăрту хуçисемпе Пушкăртсем пуринчен маттуртарах пулнă. Ку тупăшура Чăваш Ен командине те ăннă: виççĕмĕш вырăн йышăннă. Чăрмавсем урлă чупса каллех Эрĕнпурсем çĕнтернĕ. Çавăн пекех çамрăк спортменсем чупас, ишес, автомата салатса пуçтарас, перес енĕпе тупăшнă.

Кăçалхи вăйăсем хăйне евĕрлĕ, кашни куна уйрăм темăпа йĕркеленĕ: çар вăййисен кунĕ, ятарлă подразделенисен кунĕ, казаксен кунĕ т.ыт.те. Çав кунсенче çамрăк армеецсем патне çар çыннисем килеççĕ. Вĕсем хăйсен ĕç-хĕлĕ, çар пурнăçĕ, унти уйрăмлăхсем çинчен каласа параççĕ. Нумаях пулмасть шкул ачисем çар техникипе паллашнă, салтаксемпе тата офицерсемпе курса калаçнă

А.МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.