Хыпар

14 Çурла, 2019

Çамрăк тренерсене тĕрев кирлĕ

Республикăра пурăнакансен спортпа туслă йышĕ 44,8% çитнĕ — аван кăтарту, анчах çакăнпа çырлахни вырăнсăр, тĕллев — асăннă кăтартăва 55% шайне çĕклесси. Çак цифрăсене Министрсен Кабинечĕн паян Иван Моторин премьер ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче хăй ертсе пыракан ведомствăн 2018 çулхи ĕçĕ çинчен отчет тунă май спорт министрĕ Михаил Богаратов пĕлтерчĕ.

12 Çурла, 2019

Çамрăк футболистсене Санкт-Петербург кĕтет

Физкультурниксен кунĕнче ача-пăча картиш футбол фестивалĕн регионри тапхăрĕн финалĕ иртнĕ. Унта республикăри 2005 çулта çуралнă ачасен чи вăйлă 8 команди вăй виçнĕ.

12 Çурла, 2019

Садиксем… васкамаççĕ

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе йĕркеленĕ, Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин ертсе пынипе паян иртнĕ канашлура Пĕлÿ кунĕ çывхарнине кура канашлура шкулсемпе ача сачĕсен юсавĕпе строительствин ыйтăвĕсене те тишкерчĕç.

12 Çурла, 2019

Пÿлмесем ытла та ерипен тулаççĕ

«Мухтанмалли çук», — çапла пăшăрханса хакларĕ ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов вырмапа çыхăннă лару-тăрăва. Ĕççи ыйтăвĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен, Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин ертсе пынипе иртнĕ канашлăвăн кун йĕркинче тĕп вырăнта пулчĕ.

Pages