Комментари хушас

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин паян çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ.

Йышăнăва килнĕ виçĕ çын Шупашкарти «Ривьера» пурăнмалли комплексăн строительстви вăраха кайни пирки пăшăрханса пĕлтерчĕ. Хăй мĕн шантарнине вăхăтра пурнăçламан застройщик вырăнне урăххине тупма май çук-ши тесе ыйтрĕç. Элĕк районĕнчи Крымсарайккă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Никоноров Сурăмпуç Мучикасси ялĕ çывăхĕнче 2017 çулта тунă автомобиль çулне хута ярассипе çыхăннă чăрмавсене хăвăртрах пĕтересшĕн, çавна май премьер-министртан пулăшу ыйтрĕ.

Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: