Хăрушсăрлăха уяманни инкек кÿрет
Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн кашни ларăвĕнче тенĕ пекех вăл е ку министерствăн е ведомствăн иртнĕ çулхи ĕçĕ çинчен отчет итлесси йăлана кĕнĕ. Ку хутĕнче Хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен тата техникăн ытти тĕсĕн юсавлăхне сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕн черечĕ çитрĕ. Унăн ертÿçи Сергей Вязовский пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулта республикăра инспекци сăнаса тăракан техника шучĕ 24 187 единицăпа танлашнă. Кăçал — кăшт ытларах.