Гайморит

17 Нарăс, 2016

КИЛТИ МЕЛСЕНЕ АСА ИЛЕР-ХА

  • Сар çип утине /зверобой/, эмел шур курăкне /шалфей лекарственный/, эвкалипт çулçине, лаванда чечекне, эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ чечекне 2-шер апат кашăкĕ, шур тăрăллă хыт курăкпа /тысячелистник/ шăши кикенекне /череда/ 1-ер апат кашăкĕ илсе хутăштармалла. 3 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 2 литр шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 6 хут 100-шер миллилитр ĕçмелле. Каçхине çывăрма выртас умĕн çак шĕвеке вĕрилентерсе пăсĕпе 5-10-шар минут сывламалла.
25 Чÿк, 2015

ТУМЛАМĂН-ТУМЛАМĂН

Вăрах гайморит аптратсан халăх мелĕсенчен çак рецептсене сĕнме пулать. Сипленнĕ чухне сăмсана эмел тумлатиччен хăвăлĕсене апат тăварĕн шĕвекĕпе /1 стакан ăшă шыва - 0,5 чей кашăкĕ тăвар/ çумалла. Анчах сиплев пулăшмасан тухтăр патне каймах тивет.

Шăланпа

Çивĕч тата вăрах гайморит чухне типĕтнĕ шăлан çырлине кофе арманĕпе вĕтетмелле. 1 пай порошока 10 пай олива çăвне ямалла, вăйсăр çулăм çинче 15 минут пиçĕхтермелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла.