Комментари хушас

17 Нарăс, 2016

КИЛТИ МЕЛСЕНЕ АСА ИЛЕР-ХА

  • Сар çип утине /зверобой/, эмел шур курăкне /шалфей лекарственный/, эвкалипт çулçине, лаванда чечекне, эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ чечекне 2-шер апат кашăкĕ, шур тăрăллă хыт курăкпа /тысячелистник/ шăши кикенекне /череда/ 1-ер апат кашăкĕ илсе хутăштармалла. 3 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 2 литр шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 6 хут 100-шер миллилитр ĕçмелле. Каçхине çывăрма выртас умĕн çак шĕвеке вĕрилентерсе пăсĕпе 5-10-шар минут сывламалла.
  • Пĕр виçепе илнĕ шур тăрăллă хыт курăкпа сар çип утине хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, пĕр сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут чĕрĕкшер стакан вĕрилле ĕçмелле.
  • Кунне икĕ хут сăмса шăтăкĕсене шывпа хутăштарнă аптека календула настойкине /вĕренĕ 1 стакан шыва - 35 тумлам настойка тата 1 чей кашăкĕ тăвар/ 20-шер миллилитр сирпĕтмелле.
  • Пĕтĕрнĕ мамăк тампонсене аптека прополис маçĕ сĕрсе сăмса шăтăкĕсене 5 минута чикмелле.

Кашни тĕслĕхрех сиплев курсĕ - 10-15 кун е сывлăх лайăхланиччен.

  • Чăмăрла пĕçернĕ вĕри чăх çăмартисене сăмса çине икĕ енчен хурса сивĕниччен тытмалла. Унтан вырăн çине выртмалла. Сывлăх лайăхланиччен сипленмелле.
  • Сăмса шăтăкĕсене 1-2-шер тумлам пыл хумалла. Процедурăна кашни 3-4 сехетре çĕнĕрен тумалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
  • Тин вĕренĕ 1 стакан шыва 1 чей кашăкĕ типĕ симĕс чей ямалла, 20 минутран сăрăхтармалла. Чейпе сăмса хăвăлĕсене кунне 6-8 хут çумалла. Çĕрлене хирĕç сăмса шăтăкĕсене 3-4-шар тумлам ăшă чей тумлатмалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Кашни кун 5-шер минутлăх ингаляци тумалла. Курс - 6 кун. Процедура умĕн сăмса хăвăлĕсене çуса тасатмалла. Юн тымарĕсене пĕрекен тумламсемпе усă курмалла мар! Хура хурлăхан çулçинчен пĕçернĕ вĕри чей ĕçме юрать. Чейпе ингаляци пĕрле лайăхрах витĕм кÿреççĕ.

  • 1-ер апат кашăкĕ сар çип утипе шĕпĕн курăкне /чистотел/, 2 апат кашăкĕ эмел курăкĕн чечекне, 2 апат кашăкĕ шур тăрăллă хыт курăк чечекне хутăштармалла. 2 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, пăсĕпе сывламалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
  • Çур чей кашăкĕ аптека спирт настойкине тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, пăсĕпе сывламалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
  • Кĕленчене çурмалла илнĕ вĕтетнĕ хĕрен тымарĕпе розмарин тултармалла, хĕрринченех эрех уксусĕ /винный уксус/ ямалла, пăкăламалла. Тĕттĕм вырăнта 10 кун лартмалла, кунне 2 хут силлесе илмелле. Кашни сехетре пăккине уçса кĕленчери хутăшпа 5-шер минут сăмсапа сывламалла. Каçхине çак настойкăпах çамка тата ĕнсе çине компресс хурса 10-15 минут тытмалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.