футбол

10 Утă, 2014

Шупашкарта - «Сăран мечĕк»

Виçĕм кун Шупашкарти «Олимпийский» стадионта çамрăк футболистсен Пĕтĕм Раççейри «Сăран мечĕк» турнирĕн Атăлçи округĕнчи тапхăрĕ старт илнĕ.

7 кунра Мари, Мордва, Тутар, Удмурт республикисенчен, Киров, Чул хула, Пенза, Самар, Сарă ту, Ульяновск облаçĕсенчен килнĕ 11 команда финала тухассишĕн ăмăртĕç. Пысăк ăмăртура Чăваш Ен чысне Вăрнарти «Химик-Август» команда /тренерĕ - Александр Строганов/ хÿтĕлет.

27 Пуш, 2014

ЦСКАра - вунă çул

Сергей Николаевич Игнашевич - хÿтĕлевçĕ, спортăн тава тивĕçлĕ маçтăрĕ - 1979 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. «Торпедо» шкулĕнче ăсталăх илнĕ. Вăл çак командăсемшĕн вылянă: «Спартак-Орехово» Орехово-Зуево (1999), «Крылья Советов» Самар (1999-2000), «Локомотив» Мускав (2001-2003), ЦСКА Мускав (2004 çултан пуçласа паянхи кунччен). 2002, 2005, 2006, 2012¹/2013 çулсенче Раççей чемпионĕ ята тивĕçнĕ. 2001, 2005, 2006, 2008, 2009, 2011 тата 2013 çулсенче Раççей, 2005 çулта вара УЕФА кубокне илнĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче 94 матч вылянă, 5 гол кĕртнĕ.

Pages