Пирĕн команда - виççĕмĕш дивизионра
6 May, 2014 | Хыпар | Спорт | Футбол

Виççĕмĕш дивизионра вылякан футболистсен çĕр-шыв ăмăртăвĕ пуçланнă. Унта пирĕн республикăн "ДЮСШ-Чăваш Ен" команди те тупăшать.

Аса илтеретпĕр: команда ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçарăвĕпе йĕркеленнĕ. Пирĕн футболистсем иртнĕ сезонра пĕрремĕш турниртах пысăк çитĕнÿпе савăнтарчĕç - виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Юлашки хут республика команди çĕр-шыв ăмăртăвне ултă çул каялла хутшăннă.

Кăçалтан командăн ятне улăштарнă /пĕлтĕр "Чăваш Ен-ДЮСШ" пулнă/, футболистсен йышĕ те ылмашăннă. Тĕп тренерĕ - Сергей Ивановах, малашне ăна Сергей Кирсанов пулăшса пырĕ. Çĕнĕ сезон умĕн пирĕн ентешсем Хусанта иртнĕ турниртан тепĕр çитĕнÿпе таврăннă. Унта вĕсем виçĕ турта çĕнтерсе иккĕмĕш кăтартупа палăрнă. Çĕр-шыв ăмăртăвĕнче "ДЮСШ-Чăваш Ен" команди хальлĕхе виçĕ вăйăра вылянă. Анчах иккĕшĕнче /матчсем Сарă ту хулинче иртнĕ/ мала тухайман. Çĕмĕрлери "Труд" стадионта иртнĕ матчра вара Чĕмпĕрти "Волга-ДЮСШ" командăна 4:0 шутпа парăнтарма пултарчĕ. Тепĕр тĕл пулу та Çĕмĕрлерех пулнă, ку хутĕнче пирĕннисем Чĕмпĕр облаçĕнчи "Дмитровград" командăпа вăй виçнĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.