Ĕçлĕ тĕл пулу

26 Утă, 2014

Владимир Путин Президент Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă

Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мускавра Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă. Республика Пуçлăхĕ Президента Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕ пирки информаци панă.

19 Ака, 2014

Килĕшÿ аталанăва тĕревлет

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата «Раççей Перекет банкĕ» АУОн Атăл-Вятка банкĕн председателĕ Сергей Мальцев ЧР Министрсен Кабинечĕпе Раççей Перекет банкĕ тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă.

15 Пуш, 2014

Александр Архиповпа тĕл пулнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлçи таможня управленийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе Александр Архипов генерал-майорпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ.

Александр Архипов республика Пуçлăхне Чул хула таможнин çĕнĕ пуçлăхĕпе Юрий Лушников генерал-майорпа - ăна Раççей ФТСĕн 2014 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн çак должноçа уйăрса лартнă - паллаштарнă. 2010 çулхи ака уйăхĕнчен пуçласа 2013 çулхи çĕртме уйăхĕччен вăл Раççей Федерацийĕн таможня службин Кăнтăр Осети Республикинчи представителĕн должноçне йышăннă.

Pages