Килĕшÿ аталанăва тĕревлет

19 Ака, 2014

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата «Раççей Перекет банкĕ» АУОн Атăл-Вятка банкĕн председателĕ Сергей Мальцев ЧР Министрсен Кабинечĕпе Раççей Перекет банкĕ тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă.

Документра енсем республика экономикипе социаллă пурнăçне аталантарассипе килĕштерсе ĕçлессине çирĕплетнĕ, финанспа кредит сферинчи ĕçтешлĕх çул-йĕрне палăртнă. Республика Пуçлăхĕ Чăваш Енре пурăнакансем, организацисем Перекет банкне шанасси ÿссе пыни, влаçсем банк сферине аталантармашкăн тивĕçлĕ условисем йĕркелеме тăрăшни çинчен каланă. Сергей Мальцев палăртнă тăрăх - Чăваш Ен банкшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçтеш.

«Республикăпа пирĕн хутшăнусем лайăх. Килĕшĕвĕн тĕп тĕллевĕ - инвестици проекчĕсене, эпир çамрăк çемьесене пулăшмалли, социаллă ытти проекта хутшăнассине çирĕплетесси. Ял хуçалăхне илес тĕк - пысăк инвестици проекчĕсене те, хушма хуçалăх тытса тăракан уйрăм çынсене те пулăшăпăр. Чăваш Енре ку ĕç лайăх аталаннă, эсир Раççейри регионсен хушшинче лидер пулса тăратăр», - тенĕ Сергей Мальцев Чăваш Ен бюджечĕ шайлашулăх енĕпе çĕр-шывра чи лайăххисенчен пĕри пулнине, çакă республикăн экономика аталанăвне усă кÿнине палăртнă май.

Пĕрлехи пысăк проектсен шутĕнче Михаил Игнатьев индустри, агропромышленноç паркĕсене, çурт-йĕр строительствине, çавăн пекех çурт-йĕр тăвакан комбината çĕнетнине палăртнă. Çакă пурăнмалли çурт-йĕр хакне чакарма, граждансене юхăннă çуртсенчен куçармалли, тăлăхсене хваттерсемпе тивĕçтермелли, экономкласс шутланакан çурт-йĕр тумалли тата ытти социаллă программăна пурнăçлассине хăвăртлатма пулăшĕ.

Михаил Васильевич çавăн пекех банк ертÿçине Шупашкарти Пăр кермен строительстви валли кредит линийĕ уçнăшăн тав тунă. Укçа-тенкĕн хушма çак çăл куçĕ пулăшнипе пысăк пĕлтерĕшлĕ спорт объектне çитес çул пуçламăшĕнче хута яма палăртаççĕ. Пăр кермен алăкĕсем уçăлнă хыççăн Чăваш Енре хоккее, фигурăсем туса ярăнассине, спортăн ытти тĕсне аталантармалли майсем пулĕç.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.