Ĕçчен алă ĕç ыйтать

14 Утă, 2016

Хĕрсем ялта юлманран мăшăр тупайман

Элĕк районĕнчи Питĕшкассинче пурăнакан Вячеслав Филимонов çĕр ĕçне юратнипех ялта тĕпленме шухăшланă. Шкултан вĕренсе тухсан вăл хĕсмете кайнă. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă хыççăн тĕрлĕ çĕрте хăйне тĕрĕсленĕ. Çавах шăпа ăна тăван тăрăхах илсе çитернĕ.

7 Утă, 2016

Курăк пухни çынсене сиплениех

Çуллахи вăхăтра тавралăх илемĕнчен тĕлĕнсе тăранма çук. Мĕн чухлĕ ытарлăх! Вăрманта е уй-хирте витри-витрипе çырла пуçтарма, кăмпа е мăйăр татма май пур. Тĕрлĕ курăк пухса хĕл валли хатĕрленекен çын та сахал мар. Ÿркенмесен ăна пуçтарса райпо лавккине пама пулать. Пухăннă курăк эмел тумашкăн кайĕ.

9 Çĕртме, 2016

Лашана та воспитани памалла

Хула хĕрĕ яла лаша фермине ĕçлеме кайни ăнсăртлăх та, тĕлĕнтермĕш те мар — Марина Никольскаян чунне çак чĕрчун çывăх. «Пĕрисем — йытă, теприсем кушак юратаççĕ. Эпĕ вара — лаша. Элĕк районĕнчи Мăн Ямашра пурăннă асанне ĕмĕр тăршшĕпех лашасемпе ĕçленĕ, вăрçă вăхăтĕнче Свердловска лав турттарнă.

2 Çĕртме, 2016

Арăмĕ те трактор рулĕ умне ларать

Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăра пурăнакан Ивановсем килен-каяна сĕтел хушшине лартса чей ĕçтермесĕр кăларса ямаççĕ. Кунта ирхи 4 сехетре ĕç «вĕреме» тытăнать. Хăнана хисеп туни темрен хаклине лайăх пĕлеççĕ вĕсем.

26 Çу, 2016

Машинăпа хваттерне сутса хуçалăх йĕркеленĕ

Пурăнмалли кĕтес, унта-кунта çÿреме машина пулсан кун-çулпа киленесси çеç юлать. Çĕмĕрле районĕнчи Кĕçĕн Тăван ялĕнче пурăнакан Денис Харитонов кунпа çырлахман — ферма хуçалăхĕ йĕркелеме шухăшланă. Ун чухне 20 çулта пулнă вăл. Чаплă машинине, Çĕмĕрлери хваттерне сутса çемйипе пĕрле хăйсен ĕçне пуçарнă.

Pages