Каллех - инкек
Шупашкарти И.Яковлев проспектĕнчи Пичет çурчĕ çывăхĕнчи каçмăш юлашки вăхăтра çуран çÿрекенсемшĕн те, руль умĕнчисемшĕн те питĕ хăрушă вырăн пекех. «Хыпар» хаçат ун çинчен пĕлтерсе-асăрхаттарсах тăрать. Çапах та кашни кун тенĕ пек шар куракансен шучĕ ÿссех пырать.
Ĕнер те, 16 сехет иртсен, асăннă вырăнта, общество транспорчĕн «Пичет çурчĕ» чарăнăвĕнче, Шупашкарти Элкер урамĕнче пурăнакан 42 çулти хĕрарăма çăмăл автомобиль пырса çапнă. Йывăр суранланнăскере васкавлă медицина пулăшăвĕн машинипе сыватмăша ăсатнă. «Пурнăçĕшĕн хăрушлăх çук», - терĕç шурă халатлисем.