Комментари хушас

3 Авăн, 2014

Каллех - инкек

Шупашкарти И.Яковлев проспектĕнчи Пичет çурчĕ çывăхĕнчи каçмăш юлашки вăхăтра çуран çÿрекенсемшĕн те, руль умĕнчисемшĕн те питĕ хăрушă вырăн пекех. «Хыпар» хаçат ун çинчен пĕлтерсе-асăрхаттарсах тăрать. Çапах та кашни кун тенĕ пек шар куракансен шучĕ ÿссех пырать.

Ĕнер те, 16 сехет иртсен, асăннă вырăнта, общество транспорчĕн «Пичет çурчĕ» чарăнăвĕнче, Шупашкарти Элкер урамĕнче пурăнакан 42 çулти хĕрарăма çăмăл автомобиль пырса çапнă. Йывăр суранланнăскере васкавлă медицина пулăшăвĕн машинипе сыватмăша ăсатнă. «Пурнăçĕшĕн хăрушлăх çук», - терĕç шурă халатлисем.

Авари сăлтавĕ мĕнре-ха/ Шупашкар хулин ÇÇХПИ инспекторĕ А.Георгиев аслă лейтенант ăнлантарнă тăрăх - ку тĕслĕхре водитель те, çул урлă каçакан та айăплă. Малтанлăха иккĕшĕ те чарăннă, каярахпа пĕр вăхăталлах хускалнă: машина çул урлă васкавлă чупса каçма тăнă хĕрарăм çине пырса кĕнĕ.

Çула юсаса анлăлатнă тапхăрта та кунта пĕр çын шар курчĕ, пурнăçĕ татăлчĕ. Ун хыççăн та темиçе тĕслĕх пулчĕ. Хăçанччен пырĕ ку килпетсĕр пулăм/

Ю.ПЕТРОВ.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.