cтроительство

27 Утă, 2017

Игорь Паньшин Шупашкарти кадет шкулĕпе паллашнă

Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче РФ Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Игорь Паньшин Шупашкарти кадет шкулĕпе паллашнă. Малтанах вăл Константин Иванов урамĕнчи кивĕ корпусри юсав ĕçĕсене пахаланă. Ун хыççăн Çĕнĕ-Кăнтăр районта çĕкленекен корпусăн строительствипе паллашнă.

14 Утă, 2017

"Çĕнĕ хулара" çĕнĕ хула çĕкленет

Шупашкарти "Çĕнĕ хула" микрорайонта тата тепĕр район çĕкленĕ. Республикăн тĕп хулинчи архитектура тата градостроительство управленийĕнче пĕлтернĕ тăрăх, ĕнер, утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче, ку ыйтупа хулара халăха пухса сÿтсе явнă.

13 Çĕртме, 2017

Йывăрлăхсем пулсан та — малаллах!

Йăлана кĕнĕ йĕркепе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри строительсемпе иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетме тата малашлăх тĕллевĕсене палăртма тĕл пулчĕ.
Ĕнер Чăваш Республикинчи строительство комплексĕн организацийĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура, ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ, строительство отраслĕн хальхи вăхăтри лару-тăрăвĕпе, унăн малашнехи аталанăвĕпе, граждансене авариллĕ çурт-йĕртен куçарассипе тата çĕнĕрен хута каякан çуртсен таврашĕнчи территорие хăтлăх кĕртессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç.

8 Çĕртме, 2017

ФАПсем уçăлĕç

ЧР Сывлăх сыхлав министерстви ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвас ыйтăва тимлесех тăрать. Строительство ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçласси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Халĕ республикăра 20 ФАП тума пуçланă. Икĕ обьект – Куславкка салинчи тата Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртри – Республика кунĕнче хута каймалла.

 

11 Çу, 2017

Шупашкарта авариллĕ çурт-йĕрте пурăнакансен йышĕ чакать

Раççей Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕнчи указĕсене пурнăçласси республикăра малалла пырать. Çакна ĕнентерекен фактсем — куç умĕнчех. Акă тĕп хулари Б. Хмельницкий урамĕнче «Строительсен 3-мĕш тресчĕ» купалакан 9 хутлă пурăнмалли çурт кĕçех авариллĕ çуртсенчи 200 яхăн кил-йыша йышăнĕ.

Pages