Игорь Паньшин Шупашкарти кадет шкулĕпе паллашнă

27 Утă, 2017

Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче РФ Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Игорь Паньшин Шупашкарти кадет шкулĕпе паллашнă. Малтанах вăл Константин Иванов урамĕнчи кивĕ корпусри юсав ĕçĕсене пахаланă. Ун хыççăн Çĕнĕ-Кăнтăр районта çĕкленекен корпусăн строительствипе паллашнă.

Игорь Паньшин каланă тăрăх, Шупашкарти кадет шкулĕн строительстви – РФ Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн проекчĕ. Ăна пурнăçа кĕртни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Асăннă заведени – округра улттăмăшĕ, вăл - чи çĕнĕ йышши. Çĕнĕ корпус обьектĕнчи строительство ĕçĕсем графикпа килĕшÿллĕн кал-кал пыраççĕ. Юпа уйăхĕнче строительсем «0» цикла туса пĕтерĕç те хĕл кунĕсенче стенасене хăпартĕç.

Комментари хушас