Шупашкарта авариллĕ çурт-йĕрте пурăнакансен йышĕ чакать
Раççей Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕнчи указĕсене пурнăçласси республикăра малалла пырать. Çакна ĕнентерекен фактсем — куç умĕнчех. Акă тĕп хулари Б. Хмельницкий урамĕнче «Строительсен 3-мĕш тресчĕ» купалакан 9 хутлă пурăнмалли çурт кĕçех авариллĕ çуртсенчи 200 яхăн кил-йыша йышăнĕ.
2012 çулхи кăрлачăн1-мĕшĕччен ятарлă комисси пурăнма юрăхсăр тесе çирĕплетнĕ çуртсенчен çынсене хăтлă хваттерсене куçарас ĕçĕн тăваттăмĕш тапхăрĕ пуçланчĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне адреслă программăпа килĕшӳллĕн республикăра 13 пин çынна пурăнма юрăхлă кĕтеспе тивĕçтермелле. Шупашкарта çак программăн картинче пурнăçламалли ĕçсем валли федерацин тата республика бюджечĕсенчен пурĕ 1 млрд 146 пин тенкĕ уйăрнă.
Паян, çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче, Михаил Игнатьев тĕп хулара патшалăхăн асăннă программипе паян ĕçлекен сторительство организацийĕсен ертӳçисемпе тĕл пулчĕ. Ĕçлĕ калаçу Б. Хмельницкий урамĕнче çĕкленекен обьектра иртрĕ.
Пирĕн республика çынсене пурăнма юрăхсăр çĕртен хăтлă çурт-йĕре куçарассипе çĕршыв шайĕнче аван ĕçлесе пыни /кăтартусем Чăваш Ен симĕс зонăрине çирĕплетеççĕ/ шăпах çакнашкал тӳрĕ кăмăллă подрядчиксен пахалăхлă ĕç-хĕлĕнчен килет те ĕнтĕ.
Чăннипе, авариллĕ çурт-йĕр ыйтăвĕпе ĕçлесси темиçе çулпа кăна чикĕлемелле мар. Çак шухăша Михаил Игнатьев нумаях пулмасть Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Комиссипе Патшалăх канашĕн пĕрлехи ларăвĕнче çĕкленĕ. Граждансен социаллă статусне шута илсе авариллĕ çурт-йĕртен куçарас ыйтăва вăл тĕрлĕ механизмпа татса пыма сĕннĕ. Ларура сĕнĕве шута илсе ялан вăйра тăракан пĕлĕк тĕрлĕ механизма çирĕплетме йышăннă.
Валерий СЕМЕНОВ, 3-мĕш стройтрест ертӳçи:
- Хамăр пуçăннă обьекта /унта 198 хваттер пулĕ/ çурла уйăхĕ тĕлне туса пĕтерме шантаратпăр. Строительство ĕçĕсем календарьти кашни кунах хĕрӳ пыраççĕ, çынсем 12-шер сехет ĕçлеççĕ. Авариллĕ çурт-йĕртен граждансене куçарассипе çыхăннă программăпа килекен инвестици, пашалăхăн гарантиллĕ саккасĕ кризис тапхăрĕнче стройорганизацие каялла утăм тăвассинчен те хăтарать.