Тĕлĕкре те черкке тĕлленнĕ
«10-мĕш класс хыççăн аттестат илтĕм. Такам ăсату каçне пĕр ещĕк шампань эрехĕ йăтса килнĕччĕ. Класс икĕ ушкăна пайланчĕ. Пĕрисем эрех кĕленчисене асăрхасан айккинелле пăрăнчĕç, теприсем черкке çĕклесе пĕр-пĕрне саламларĕç. Эпĕ хастарлăха кăтартасшăн пултăм. Спиртлă шĕвек çан-çурăма çÿçентерчĕ. Часах ÿсĕрĕлтĕм те класри чи чăнкă каччăсемпе пĕрле уява малалла паллă тума кайрăм. Çакă манăн пĕрремĕш пысăк йăнăш пулчĕ. Ун чухнех тĕплĕн шухăшламаллаччĕ. Ашшĕне кура ывăлĕ эрех черкки патне туртăнать теççĕ. Манăн та атте урăлмасăр ĕçетчĕ.