çитĕнÿ

20 Çурла, 2016

Техникăна ăнланакансем

Чăваш Ен студенчĕсем пĕтĕм тĕнчери робототехника олимпиадине хутшăнма Раççей пĕрлештернĕ командин йышне кĕме пултарнă. Ăс-тăн çивĕчлĕхĕпе палăрнисем — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн машиностроени факультетĕнче вĕренекен Сергей Мишинпа Андрей Николаев.

28 Утă, 2016

Сăнарлă ÿнере онлайн мелпе вĕрентĕç

Пултаруллă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçпа паллашнă май вĕсем пур çĕре те ĕлкĕрме вăхăт ăçтан тупни тĕлĕнтерет. Паянхи çамрăксем вĕреннĕ хушăрах ĕçлеççĕ, тĕрлĕ мероприятие хутшăнаççĕ. Чун киленĕçĕ валли вăхăт уйăрма та манмаççĕ.

2 Утă, 2016

Ĕçтеш Раççей конкурсĕнче çĕнтернĕ

Раççей статистика службинче кăçалхи ялхуçалăх çыравĕн хатĕрленÿ юлашки тапхăрне пĕтĕмлетсе брифинг ирттернĕ. Çавна май пĕлтерĕшлĕ çак мероприятие халалланă ÿкерчĕк тата сăнÿкерчĕк конкурсĕсен çĕнтерÿçисене палăртнă.

10 Çĕртме, 2016

Ăслăлăхри çитĕнÿсемшĕн

Мускавра Раççей Естествознани академийĕн /РЕА/ ăслăлăх мероприятийĕсем иртнĕ.

Ăсчахсен, преподавательсемпе специалистсен Пĕтĕм тĕнчери ассоциацине Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн профессорĕ, РЕА член-корреспонденчĕ Владимир Семенов хутшăннă. Ăна ăслăлăхри çитĕнÿсемшĕн вăрттăн сасăласа РЕА чăн членне /академикне/ суйланă.

19 Пуш, 2016

Чăваш ăсчахĕ Нобель медальне тивĕçнĕ

Раççей Çутçанталăка тĕпчекен ăслăлăхсен академийĕн Президиумĕн йышăнăвĕпе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн биотехнологипе агрономи кафедрин доцентне Клим Данилова кăçал Альфред Нобель ячĕллĕ медальпе чысланă. Ку чыса РЕА ирттерекен тĕрлĕ конкурсра çĕнтерекенсем наукăри паха ĕçĕсемшĕн, пуçарусемшĕн тивĕçеççĕ.

200 ытла наука ĕçĕ, вĕсен йышĕнче 6 монографи, пичетленĕ Клим Прохоровича редакцие хăнана йыхравларăмăр.

Pages