Комментари хушас

20 Çурла, 2016

Техникăна ăнланакансем

Чăваш Ен студенчĕсем пĕтĕм тĕнчери робототехника олимпиадине хутшăнма Раççей пĕрлештернĕ командин йышне кĕме пултарнă. Ăс-тăн çивĕчлĕхĕпе палăрнисем — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн машиностроени факультетĕнче вĕренекен Сергей Мишинпа Андрей Николаев. Вĕсен ертӳçи — архитектурăпа дизайн кафедрин аслă преподавателĕ С.Солин.

Пĕтĕм тĕнчери робототехника олимпиади /World Robot Olympiad/ чӳк уйăхĕн 25—27-мĕшĕсенче Индири Нью-Дели хулинче иртĕ. Унта каяс кăмăллисем Тутарстанра иртнĕ пĕтĕм Раççейри робототехника олимпиадинче тупăшнă. Унта çамрăксен пĕлĕвне икĕ тапхăрпа тĕрĕсленĕ.

World Robot Olympiad ¹WROı шкул ачисемпе студентсем валли 2004 çулта йĕркеленнĕ. Тĕллевĕ — ачасене техника йывăрлăхĕсене татса пама вĕрентесси. Ку ăмăртăва тĕнчери 50 ытла çĕршывра ирттереççĕ. Унта çулсерен 20 пин ытла команда хутшăнать.

Анна НИКОЛАЕВА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.