Чун çÿрев очеркĕ

19 Авăн, 2018

Чăваш поэзине – тĕнче шайне, е «Пиншер çул пăлхарччĕ эпĕ» ятпа чăваш поэзийĕн тĕнче шайĕнчи пĕрремĕш фестивалĕ иртрĕ

Тĕнче шайне çитес тĕлĕшпе тепĕр сулмаклă утăм турĕ чăваш поэзийĕ. Çурлан 4-мĕшĕнче Краснодар енĕн Темрюк районĕнчи Утăллă ялĕ çывăхĕнче, тахçан чăвашсен мăн аслашшĕсен патшалăхĕн, Аслă Пăлхарстанăн, тĕп хули – Хăнакур Фанагори пулнă вырăнта чăвашлăха чунтан парăннисем пуçтарăнчĕç. 2016 çулхи утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче чунташсем çакăнта лартса хăварнă палăк халĕ те вырăнтах. Асăну хăми çине: «Ку тăрăхра ХII ĕмĕрте Атăлçи пăлхар-чăвашĕсемпе Дунай пăлхарĕсен Аслă Пăлхар патшалăхĕн тĕп хули Фанагори пулнă», — тесе çырнине вуласан мăнаçлăх туйăмĕ çуралать.