Чăваш поэзине – тĕнче шайне, е «Пиншер çул пăлхарччĕ эпĕ» ятпа чăваш поэзийĕн тĕнче шайĕнчи пĕрремĕш фестивалĕ иртрĕ

19 Авăн, 2018

Тĕнче шайне çитес тĕлĕшпе тепĕр сулмаклă утăм турĕ чăваш поэзийĕ. Çурлан 4-мĕшĕнче Краснодар енĕн Темрюк районĕнчи Утăллă ялĕ çывăхĕнче, тахçан чăвашсен мăн аслашшĕсен патшалăхĕн, Аслă Пăлхарстанăн, тĕп хули – Хăнакур Фанагори пулнă вырăнта чăвашлăха чунтан парăннисем пуçтарăнчĕç. 2016 çулхи утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче чунташсем çакăнта лартса хăварнă палăк халĕ те вырăнтах. Асăну хăми çине: «Ку тăрăхра ХII ĕмĕрте Атăлçи пăлхар-чăвашĕсемпе Дунай пăлхарĕсен Аслă Пăлхар патшалăхĕн тĕп хули Фанагори пулнă», — тесе çырнине вуласан мăнаçлăх туйăмĕ çуралать.
Кăçал кунта Мускав чăвашĕсен пуçарăвĕпе чăваш çамрăкĕсен «Сăвар» пĕрлешĕвĕпе Чăваш Республикинчи Çеçпĕл Мишши фончĕ тăрăшнипе «Пиншер çул пăлхарччĕ эпĕ» чăваш поэзийĕн тĕнче шайĕллĕ чи пĕрремĕш фестивалĕ иртрĕ. Унта чăваш çамрăкĕсен «Сăвар» пĕрлешĕвĕн «чун çÿревне» хутшăннисем те, пĕрлешĕвĕн хисеплĕ элтеперĕ Олег Цыпленков ертсе пынипе пулчĕç. Шупашкартан çурлан 1-мĕшĕнче ирхине ирех автобуспа мĕнпурĕ 37 çын тухса «чун çÿревçĕсем» маларах Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче пулса паллă художник Алексей Кокель музейĕпе паллашнăччĕ, Самар облаçĕнчи Ставроп оль районĕнчи Çăлкуç /Севрюкаево/ ялĕнче чăвашсемпе тĕл пулса концерт лартса панăччĕ.
Вунсаккăрăн хутшăнчĕç конкурса поэзие юратакансем, чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн сăввисене вуларĕç. Ыттисемпе пĕрле чи кĕçĕн конкурсант — 8 \çулти Алексей Васильев тата чи асли - 70-ри Александра Казакова «тавлашрĕç» кунта. Конкурс-фестиваль ертÿçи — Владимир Болгарский. Жюри членĕсем — чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай тата Раиса Сарпи сăвăç вулавçăсен пултарулăхне хак пачĕç, тав, хисеп хучĕсемпе, укçа премийĕсемпе, кĕнекесемпе чысларĕç. Олег Захаров, Роза Осипова, Галина Николаева, Валерий Сунгуров, Лариса Буренкова, Ольга Туринцева, Елизавета Казначеева, Николай Смирнов /Шумер/, Вера Калинина, Александра Казакова, Валентина Христофорова, Марина Кузьмина, Елена Николаева, Ирина Ильина тата ыттисем фестивальте уйрăмах палăрчĕç.

*   *   *

«Чун çÿревçĕсем» авалхи чăвашсен тĕп хули пулнă вырăнсем тăрăх курса çÿрерĕç. Тахçан Хăнакур шавланă вырăнта 1936 çултанпах археологи ĕçĕсем пыраççĕ. Фестивале хутшăннисем авалхи хулан чавса кăларнă çуртсен никĕсĕсене, чавнă ытти вырăна курса çÿрерĕç, тупнă япаласем çинчен пĕлчĕç. Археологи ĕçĕсемпе тата хула историйĕпе вĕсене Санкт-Петербург университечĕн ĕçченĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Юрий Кузьмин паллаштарчĕ. Хула çĕр çинче 1500 çулсем таран пурăннă. Авалхи грексен колонине Хура тинĕс хĕрринче пирĕн эрăччен 545 çул тĕлнелле перссен Кир ятлă патшинчен тарса Тэос хулинчен килнисем никĕсленĕ. Вĕсен ертÿçисенчен пĕрин – Фанагорăн ячĕпе хисепленнĕ хула. Эллинсен Боспор патшалăхĕн — иккĕмĕш, Пантикапей хыççăн тĕп хули шутланнă. Унтан ку хула Византи çĕршывне, каярах Хазар каганатне кĕнĕ. Перикл вăхăтĕнче хула 75 гектар ытла çĕр йышăннă, çак лаптăкăн виççĕмĕш пайĕ халĕ — Хура тинĕс тĕпĕнче, унта шырав ĕçĕсем пыраççĕ. Шыври архелоги ĕçĕсене Сергей Ольховский ертсе пырать, халĕ те ĕçреччĕ вĕсен ушкăнĕ. Малалла вулас...
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.