Чрезвычайлă лару-тăру

21 Юпа, 2014

Муркашсем йывăрлăха парăнмаççĕ

Чи кирли - халăх инкеке ăнланса йышăнни, ăна пĕтерме тăрăшни.          Çут çанталăкăн синкерĕ республикăри 12 муниципалитет йĕркеленĕвĕн территорийĕнче пулнă, анчах ытларах сиен кураканни Муркаш районĕ тесен те йăнăш мар ахăртне.

21 Юпа, 2014

«Çынсене инкекре пăрахмастпăр»

221 ял-поселока электричествăпа тивĕçтернĕ

"Çут çанталăк условийĕсене пула тухнă синкер сиенне пĕтерме хутшăнакан пĕтĕм çынна чĕререн тав тăватăп. Вĕсем хăйсен тивĕçĕсене таса чунпа тата талăкĕпех пурнăçлаççĕ, специалистсем хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ. Пирĕн тĕллев - вĕсене май килнĕ таран пулăшасси," - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Правительство çуртĕнче видеоконференци мелĕпе йĕркеленĕ канашлăва уçнă май. Унта влаç органĕсемпе муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

21 Юпа, 2014

Республикăра - чрезвычайлă лару-тăру

Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче пăрлă çумăр тата йĕпе юр çунă май Чăваш Енри темиçе муниципалитет территорийĕнче электропередача линийĕсем пăрланнă, татăлнă, çавна май электроэнерги парса тăрасси чарăннă.

Pages