Чăваш халăх наукăпа искусство академийĕн ертÿçи, паллă таврапĕлÿçĕ Е.Ерагин Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел тăрăхĕ çинчен сумлă кĕнеке кăларнă. «Земля Богатыревская» кĕнекене Çĕрпÿ районĕнче пахаларĕç.
Чĕмпĕр хулинче чăваш тумĕн уявĕ иртнĕ. Наци тумĕн «Нарспи» фестивальне чăваш поэзийĕн классикĕ К.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă. Мероприятие Чĕмпĕр облаçĕнчи Наци культурин центрĕ пуçарнипе йĕркеленĕ.