Хĕрарăм тата политика...

20 Юпа, 2015

Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕ «Лар, аннеçĕм, юнашар» ярăмри тепĕр телекăларăма ÿкерчĕ.

Политикăра, общество ĕçĕнче чăваш хĕрарăмĕ мĕнле вырăн йышăнать? Политикăра мĕншĕн хĕрарăмсем сахал? Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕн пайташĕсем çĕнĕ телекăларăмра çак тата ытти ыйту тавра калаçрĕç. Программа геройĕсем - политикăра тата общество ĕçĕнче палăрнă хĕрарăмсем. Вĕсен йышĕнче хăй вăхăтĕнче министрта чылай çул ĕçленĕ Раиса Ерусланова, Шупашкар хула пуçлăхĕн заместителĕ, «Чувашия-Мед» пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Ирина Клементьева, 8-мĕш спорт шкулĕн директорĕ, паллă спортсменка Алина Иванова пулчĕç.

Кăларăма яланхиллех ЧНК «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕн пайташĕ, «Республика» хаçатăн тĕп редакторĕ Лидия Филиппова ертсе пычĕ. Режиссерĕ - ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева. Телекăларăма «Чăваш хĕрарăмĕ» комитетăн ытти пайташĕ те хастар хутшăнчĕ.

ЧНК пресс-служби.