Чăвашстат хыпарлать

3 Çурла, 2015

Халăх микроçыравĕ

2015 çулхи октябрь уйăхĕн 1-31-мĕшĕсенче Раççей Федерацийĕн мĕнпур субъектĕнче, çав шутра Чăваш Республикинче те, федерацин суйласа илнĕ статистика сăнавĕ - халăхăн микроçыравĕ иртет.

Асăннă мероприяти халăхăн черетлĕ çыравĕччен çĕршывра пурăнакансен хальхи лару-тăрăвĕ тĕлĕшпе социаллă-демографин уйрăмах пĕлтерĕшлĕ кăтартăвĕсене пухма май парать. Çынсене ятран хÿтĕлемелли, сывлăх сыхлавĕпе вĕрентÿри пулăшу пахалăхне ÿстермелли мерăсене туса хатĕрленĕ чухне вĕсемпе усă курĕç.

16 Утă, 2014

Тăван тавралăх сыхлавĕн тĕп кăтартăвĕсем

Тăван тавралăха сыхласси çĕр-шывăн политика, экономика тата общество пурнăçĕн приоритетлă ыйтăвĕ шутне кĕрет тата наци хăрушсăрлăхĕн тĕллевĕ пулса тăрать.

Промышленноç индустрийĕ тата этем ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ытти пулăм аталаннă май экологи лару-тăрăвĕ çивĕчленсех пырать. Унăн ыйтăвĕсене пĕрлехи вăйпа татса пама пултарни кăна малашлăха ырă витĕм кÿрĕ.

Чăваш Республикинче туса кăларакан производствăсем, электроэнерги объекчĕсем сахал мар, автомобиль транспорчĕ çуллен хушăнса пырать.

5 Ака, 2014

Мĕнлерех вăл, паянхи ар?

Статистиксем Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕн кăтартăвĕсене тĕпе хурса Чăваш Енĕн вăтам арçыннин сăнне уçăмлатнă.

Тÿрех палăртмалла, пирĕн республикăри арсем хăйсемпе интереслентерме пултараççĕ: кашни 1000-шĕ пуçне 1148 хĕрарăм тивет. Вĕсен йышĕ 579 пинпе е халăхăн 47 проценчĕпе танлашать. Пысăк пайĕ /58 процент/ - хула çынни, чи йышли - вăй питти ÿсĕмрисем /390 пинĕн е 67 процент/, чи сахалли - ĕçлеме пултараслăх ÿсĕмĕнчен аслăраххисем, унашкаллисем 78 пинĕн /14 процент/.

Pages