Мĕнлерех вăл - паянхи хĕрарăм?
Паянхи чиперуксем пĕрешкел мар паллах. Çапах та хăйне евĕрлĕхĕпе çут тĕнчене тытса тăма пултаракан тĕреве йĕркелеççĕ. Пĕлĕвĕпе, пултарулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе пурнăçăмăра илемлĕрех, пуянрах, хăтлăрах тума тăрăшаççĕ. Çав вăхăтрах вĕсем илĕртÿлĕхе, чун ăшшине, ырăлăха çухатмасăр юратнă амăшĕсем, шанчăклă мăшăрсем шутланаççĕ, тăван кил ăшшине упрама пĕлеççĕ. Шел, кашнийĕн ырă енĕсене асăнса пĕтереймĕн. Пĕтĕмĕшле хаклава вара статистика çирĕплетет. Çакă пуш сăмах мар.