Чăваш Енре канма вăхăт
В Мариинско-Посадском районе прошел новогодний праздник «Зима в провинции»
Сегодня, 3 января 2016 года, в Мариинско-Посадском районе прошли мероприятия в рамках новогодней экскурсионно-развлекательной программы «Зима в провинции», благодаря которой жители и гости района смогли ознакомиться с богатой историей края, обычаями и традициями местных мещан, крестьян, купцов, поучаствовать в новогодних и рождественских представлениях, стать гостями в купеческом доме, увезти с собой сувениры на память об этих удивительных местах.
Качака çулĕ тухăçлă иртрĕ
2015 çул «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕшĕн çав тери тухăçлă пулчĕ. Унчченех йăлана кĕртнĕ «Чуна уçса калаçар», «Паттăр çуралнă тăрăхра», «Çыравçă ялĕнче - хăнара», «Хам куртăм!» тата ытти рубрикăна малалла тăсрăмăр, çавăн пекех çĕннисене пуçартăмăр: «Паллă çынсен çамрăклăхĕ», «Пĕр çын шăпи»… ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви ирттернĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен конкурсĕнче «Паттăрсен мухтавлă çулĕпе» проекта пурнăçа кĕртме грант çĕнсе илтĕмĕр.
Савăк кăмăл шырама инçе каймалла мар
Кăçал самолетсене Египета вĕçме чарчĕç, Турципе ăнланманлăх сиксе тухрĕ… Ахăртнех, хĕллехи каникула çав çĕршывсенче ирттерме палăртнисем хуйха ÿкрĕç. Ним пăшăрханмалли те çук. Канмалли кунсене Чăваш Енрех усăллă та интереслĕ ирттерме май пур! Кăçал республика çыннисемпе хăнасем валли чылай проект хатĕрленĕ.
Корпоратив хыççăн рок-н-ролтан сивĕннĕ
Çĕнĕ çул савăнăçлă самантпа пуян. Тепĕр тесен, уявĕ хăй те шÿт-кулă сăлтавне çаврăнма пултарать. Парне, апат-çимĕç, çи-пуç шыраса лавккаран лавккана хыпаланатпăр, ĕçре ăшталанатпăр... Ĕç тенĕрен, шăпах корпоративри кăсăклă самантсем çинче чарăнса тăрар-ха паян. Ун пирки мĕнле кăна шÿт çÿремест пулĕ халăхра? Тĕслĕхрен, уява кайиччен асăрханăр - çав çынсемпе сирĕн малашне те ĕçлемелле* воспитани правилисене ан манăр - сĕтел айне кĕрсе ÿкиччен ĕçтешсемпе сыв пуллашăр. Çакăн евĕр шÿтсем пурнăçран тухнине ĕненместĕр-и? Апла тăк атьăр-ха уяв йĕркелÿçисемпе калаçар.