чарусем

10 Пуш, 2020

Шупашкарăн та Çĕнтерÿри тÿпи пысăк

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе йĕркеленĕ канашлура Хĕрарăмсен кунне халалланă мероприятисене пĕтĕмлетнĕ, Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлама хатĕрленессипе çыхăннă ĕçсене тишкернĕ хыççăн автомобиль çулĕсене юсас ĕçсене мĕнле пурнăçланине, ку енĕпе йышăнмалли мерăсене сÿтсе яврĕç.

23 Юпа, 2017

28 процентран кая мар спиртлă хутăша сутма чарнă

28 процентран кая мар спиртлă пули-пулми хутăша сутма чарнă. Кунта сăмах эрех пирки пымасть. Чарăвĕ апат-çимĕç шутланман продукцие пырса тивнĕ.

30 Çĕртме, 2017

Аптекăсенче "Асептолин" сутма чарасшăн

Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлав министерстви аптекăсен ертÿçисен ячĕпе çыру ăсатнă. Унта "Асептолин" препарата сутма чарăнма е пĕр алла икĕ флаконтан ытла мар сутма ыйтнă.

1 Çĕртме, 2017

Сутма чарнă

Паян Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кунра республикăри районсемпе хуласенче вун-вун мероприяти иртет. Çакна шута илсе Шупашкарта суту-илÿ обĕекчĕсенче эрех-сăра сутма чарнă.

Аса илтерер: чарупа усă курма ЧР Министрсен Кабинечĕ 2012 çулта йышăннă постановленийĕ ирĕк парать. Общество апатланăвĕн тытăмĕнче ĕçлекен организацисемпе уйрăм пайтаçăсене ку чару пырса тивмест.