Чăн тĕн çути

6 Чÿк, 2015

Çĕр çинче те, тÿпере те ­- Хĕреслĕ çул

Чăн Таса Турă Амăшĕн Хусанти турăшне аслăласа уянă кун, чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава пиллĕхĕпе Чăваш Енре çĕр çинче те, тÿпере те Хĕреслĕ çул иртрĕ.

Чăн Таса Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕ тÿпене çĕкленнĕ

6 Чÿк, 2015

Хăватсем тăвакан Николай Турцире мĕн тăвать-ха?

Турккăсем пурăнакан кĕтес тĕлĕнмелле вырăн пулнине, кунта пĕрре çеç килсе курнипех çак çĕршывран тăранса çитме çуккине эпĕ икĕ çул каялла канма килсенех ăнланса илнĕччĕ. Чăваш Енрен ăшă çĕре йĕпе-сапаллă çурла уйăхĕнче тухса килтĕмĕр ун чух.

6 Чÿк, 2015

Лаш Таяпара çĕнĕ чиркÿ çĕкленчĕ

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕн историйĕ вышкайсăр пуян. 1610 çулсенче Православи тĕнне йышăнман пăлхар-сувар тăхăмĕсем никĕсленĕ ял 1922 çулхи çĕртме уйăхĕччен Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесне кĕнĕ. Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕн XIX ĕмĕрти докуменчĕсем кунта 1840 çулта халăх училищи уçăлнине çирĕплетеççĕ. Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркĕвĕн пирвайхи çуртне çав çулхинех ял варринче Лащă юханшывĕн сылтăм çыранĕнче туса пĕтернине палăртаççĕ таврапĕлÿçĕсем.

16 Авăн, 2015

Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл: Ун чухне эпĕ хама Турă аллине патăм

Вырăс Православи Чиркĕвĕн Чăваш Митрополине августăн 1-2-мĕшĕсенче Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл килсе кайнă хыççăн унăн пурнăçĕпе тата шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланакансем йышланчĕç.

3 Утă, 2015

«Эй, Çÿлти Аттемĕр» кĕлле вăл II Николай патшана каласа панă

«Çут тĕнчере виç телей: атте, анне тата лайăх арăм» текен ваттисен сăмахĕ пур пирĕн халăхăмăрăн. Самана темĕнле пăтрашуллă та кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен нĕрсĕрле «ирĕклĕ» пек туйăнсан та, пĕр мăшăрпа ĕмĕр ĕмĕрлекен сăваплă тенине мала хурса пурăнакансем те пурах. Тĕрĕссипе, пур кăна мар - йышлă та.

Pages